01 января 2016 г.
Спорт уявне хутшăнтăмăр
Çирĕп сывлăхлă пуласси ытларах чухне хамăртан килет. Спортпа туслă пулсан тата сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пырсан организм тĕрлĕрен чир-чĕр çулăхасран шанчăклă сыхланĕ. Çак чăнлăха ăша хывса иртнĕ канмалли кун Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунĕ иртрĕ.
Йăлана кĕнĕ спорт уявне Атнаш шкулĕ те хастар хутшăнчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем "Хаваслă стартсем" йĕркелерĕç. Çиччĕмĕш классем "Хаваслă баскетбол" конкурса ăнăçлă ирттерчĕç. Улттăмĕш тата пиллĕкмĕш классенче пĕлÿ пухакансем урамри баскетбол ?стритбол/ турнирĕнче тупăшрĕç. Сывлăх тата спорт уявĕ шкулта тивĕçлĕ шайра иртнине ăмăртусен йĕркелÿ комитечĕ те палăртса хăварчĕ.
Упăте çулталăкĕ çитрĕ
Качака çулталăкĕ Упăтене вырăн пачĕ. Çĕнĕ çулталăкăн девизĕ _ пурнăçа хаваслă йĕркеле! Çак улшăну мĕнле çĕнĕлĕхсем илсе килĕ тата мĕн кĕтмелле пирĕн унран; Вăрттăнлăх мар, иртни те пирĕн малашлăх çине пысăк витĕм кÿрет, çавăнпа та пуласлăха пăхнă чухне пурнăç опытне те шута илме манмалла мар.
Çеçпĕл ялĕн библиотекинче Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме "Сывă пул, Качака. Упăте, килех!" кĕнеке куравĕ йĕркелерĕмĕр. Кĕнекесем курава килнисене Çĕнĕ çула еплерех кĕтсе илме, тулăх уяв сĕтелĕ хатĕрлеме, кану кунĕсене тухăçлă ирттерме сĕнÿ-канаш параççĕ. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.
Çĕнĕ çул балĕ
хаваслăхпа тулчĕ
Раштавăн 26-мĕшĕнче Уçырмари Культура çуртĕнче çамрăксен Çĕнĕ çул балĕ иртрĕ. Уяв виçĕ пайран тăчĕ. Пĕрремĕшĕнче çамрăксем валли мастер-классем пулчĕç: мехенди ?ÿт çине тĕрлĕ эреш ÿкерни/, аквагрим ?сăн-пите тĕрлĕ тĕспе ÿкерсе сăрлани/, кăпăшка çивĕтсем тăвасси, хореографи, шаржсем, фото- тата видеоÿкерÿ, вăйăсем.
Иккĕмĕшĕ торжествăлла пай пулчĕ. Çамрăксене Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе район тата районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем И. Иванов, В.Степановпа В.Софронов, район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Е.Поверный, Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Раççей доброволецĕсен Союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Ю.Егоров тата ыттисем саламларĕç.
Чыслав саманчĕ уйрăмах хаваслă иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 24 стипендиачĕ çак ята çирĕплетекен свидетельствăна алла илчĕ. Районти çамрăксен правительствин председателĕ Е.Леонтьева "Çулталăкăн чи ла-йăх çамрăк специалисчĕ" конкурс çĕнтерÿçисене грамотăпа чысларĕ.
Çамрăксен Çĕнĕ çул балĕ хаваслă дискотекăпа вĕçленчĕ.
Шашка турнирĕ иртнĕ
"Ямаш ен" спорт залĕнче шашка турнирĕ иртнĕ. Ăна аслăрах çултисен хушшинче йĕркеленĕ. Ăмăртăва çĕнĕ 2016 çула халалланă. Турнир йĕркелÿçи В.Муштаков пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламланă, шашка вăййине кăмăллакансене çĕнтерÿ тума ăнăçу суннă.
Турнирта кашни вăйăçăн пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай пулнă. Пурте мала тухассишĕн тăрăшнă, çавăнпа ăмăрту патне пысăк яваплăхпа пынă. Хĕрÿ тупăшура Вячеслав Виноградов пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Юрий Константинов иккĕмĕш вырăна тухнă, Виктор Стеклов виççĕмĕш пулнă. Вĕсем пурте çулсерен йĕркелекен шашка турнирĕн чемпионĕсем. Çĕнтерÿ-çĕсене грамота тата медальсем парса чысланă.
Шкулта эвакуаци
йĕркеленĕ
Вут-кăвар инкек кÿме пултарассине сирсе ярас тĕллевпе пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Анчах та эпир вĕсене пĕлетпĕр-и тата кулленхи пурнăçра çак йĕркесене пăхăнса пурăнатпăр-и; Практика çакна кăтартать, пушар вăхăтĕнче çынсем çухалса каяççĕ, хăйсене еплерех тытмаллине пĕлмеççĕ. Синкерлĕ лару-тăрура тĕрĕс йышăну тумашкăн вĕрентÿсем час-часах ирттермелле.
Çак чăнлăха ăша хывса Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче вĕрентÿ эвакуацийĕ йĕркеленĕ. "Пушар тухни" çинчен пĕлсен шкул çуртĕнчен вĕренекенсем, вĕрентекенсем тата техслужаçисем хăвăрттăн тухма тытăннă, çакă нормативпа палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн пулса пынă. Урама чупса тухнă хыççăн пурте эвакуаци планĕпе палăртнă вырăна пуçтарăннă. Кашни ачана список тăрăх тĕрĕсленĕ, каярах çакăн çинчен шкул директорне доклад тунă. Эвакуаци хыççăн пурте классене таврăннă та занятисем малалла тăсăлнă.
Хамăр инф.