11 декабря 2015 г.
Турă пÿрнĕ телейлĕ çулпа Катек ялĕнче пурăнакан Татьяна Тарасовна Сергеева 90 çула çитрĕ. Анчах Татьян аппана хальччен пĕлмен-илтмен, палламан çын курас пулсан кинемей çак çула çитнĕ тенине тем парсан та ĕненмĕ. Ăна сахалтан та пĕр çитмĕл çулсенче теме пулать. Хытанка та лутрарах пÿ-сийĕ, тăпăлкка пит-куçĕ Татьяна Тарасовнăн çамрăк чухнехи илемне паян та упраççĕ. Мĕн кăна астумасть пулĕ вăл _ тĕлĕнсе каймалла. Чĕрĕ энциклопеди. Унăн калаçăвне сывламасăр итлесе ларма пулать. Сасси уçă, куçĕ лайăх курать. Тата нумай çул ыррăн-сыввăн пурăнтăрччĕ вăл.
_ Пурнăç пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Тем те тÿссе ирттертĕмĕр. Выççине те, вăрçине те куртăм. Çавăншăн вăрăм пурнăçлă пултăм пулĕ... Турă сывлăх панипе пурăнатăп, _ тет Татьяна Тарасовна. Вăл "Советская Чувашия" совхозра 40 çул ытла ырми-канми ĕçленĕ.
Сергеевсем ултă ача çуратса ÿстерсе çын тунă, ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Шел те, Татьян аппан мăшăрĕ Иван тете 56 çулта, тăваттăмĕш ачи пурнăçран ир уйрăлнă. Çак çухатусене тÿссе ирттерме хĕрарăма ачисем, мăнукĕсем çумра пулни, кирек мĕнле ĕçре те пулăшма тăрăшни пулăшнă пуль. Тĕпкĕçре _ кĕçĕн ывăлĕ Анатолий. Ывăлĕн çемйи çирĕп хуçалăх тытать. Татьяна Тарасовна çулсене кура мар выльăх-чĕрлĕх пăхма та пулăшать-ха, унăн сĕнÿ-канашĕ пурне те кирлĕ. Ялта тĕпленнĕ ытти ачисем те тăван киле час-часах килсе çÿреççĕ. Сергеевсен ачисем ки-лĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр-пĕр пысăк ĕç тăвас пулсан хăйсем кăна миçен пуçтарăнаççĕ те.
Татьяна Тарасовнăн аслă хĕрĕ Антонина Ивановна çемйипе Сĕве ?Свияжск/ хулинче пурăнать. Ун хыççăнхи Валерий Иванович Катекрех тĕпленнĕ. Людмила Ивановна ялти шкулта ачасене физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет. Пурнăç тăршшĕпех çарта хĕсметре тăнă Виталий Иванович Кировра пурăнать. Инçетре пурăнакан ывăл-хĕрĕ те кашни çулах пушă вăхăт тупса тăван киле амăшĕ патне çул тытать. Атте-анне килĕ темрен те хаклă-çке. Кунта пурнăçри чи савăк та ĕмĕрлĕх асра юлнă вăхăтсем иртнĕ.
_ Ватă кукамай-асаннене пурте _ ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем _ анне тесе чĕнетпĕр. Эпир анне патне кашни кунах килсе çÿретпĕр. Хăй те пирĕн пата пырать. Эпир мĕнле вĕреннипе интересленет, ыйтса пĕлет. Чиркĕве çÿрет. Çула май та, пирĕн пата кĕрсе тухать, _ терĕç Татьяна Тарасовнăн мăнукĕсем. _ Пирĕн анне питĕ маттур хĕрарăм: ахаль лармасть, çÿрет, ĕçлет. Пĕр çулхине Псков тăрăхĕнчи мăнастирсене курса çÿреме кайса килчĕ. Кĕлĕ кĕнекисене куçлăхсăрах вулать, _ калаçăва хутшăнчĕ Сĕве хулинчен килнĕ хĕрĕ Алевтина.
Ĕçпе вăрçă ветеранне сумлă юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров саламларĕ, Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн салам çырăвне, парне пачĕ.
_ Хисеплĕ Татьяна Тарасовна. Район ертÿçисенчен, çыннисенчен пысăк салам йышăнăр. Сире чăнах та çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă эсир. Сире тăванăрсем, ачăрсем хисеплеççĕ. Тата нумай-нумай çул пурăнма сывлăх çирĕп пултăр сирĕн, _ ырă сунчĕ Анатолий Николаевич. Районпа хулари халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Надежда Маркелова, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, Катекри "Шевле" фольклор ансамблĕн юрăçисем те юбиляр ячĕпе çакнашкал ăшă сăмахсем каларĕç. Ялти артистсем илемлĕ те çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Татьяна Тарасовнăн кĕçĕн мăнукĕ Аделия асламăшне сăвă илемлĕ вуласа хавхалантарчĕ.
Килнĕ хăнасене ăсатма тухсан туслă та пысăк йыш тăван кил хапхи умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ, пире ырă сунса ăсатрĕ. Тав.
Ирина ВЛАДИМИРОВА.