11 декабря 2015 г.
Пирĕн районта 8 ял хуçалăх предприятийĕ ?10 сĕт-çу ферми/ тата 8 хресчен ?фермер/ хуçалăхĕ сĕт туса илессипе ĕçлеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 5040,6 тонна сĕт суса илнĕ ?ял хуçалăх организацийĕсем _ 4334,12 т, ХФХ _ 706,5 т/. Чĕр таварăн 12,5 проценчĕ пысăк сортпа, 87,5 проц. _ пĕрремĕш сортпа сутăннă.
Пирĕн районта сĕте тирпейлекен предприяти çук. Çавăнпа та ăна сĕт пуçтаракансем харпăр хăй транспорчĕпе ?Киров ячĕллĕ ЯХПК/ турттараççĕ. Сĕт йышăнассипе А. Агамирян уйрăм предприниматель кăна ĕçлет. Халăхран Канаш райповĕн, "Молочный двор-Канаш", "Молочник", "Молочная империя", "Молцентр" кооперативсем, "Мир" ЯХПК ООО, Вăрнарти сĕт-çу завочĕ, О.Антонова предприниматель пуçтараççĕ. Декабрь уйăхĕнче Ачча ял тăрăхĕнче ку енĕпе "Тэмпа" ООО ĕçлет.
Сĕтшĕн çынсене тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ тÿлеççĕ, 18 тенкĕрен пуçласа 22 тенкĕ таран. "Молочный двор-Канаш", сăмахран, 1 литр сĕтшĕн 18-22 тенкĕ парать, А.Агамирян, "Молцентр" _ 18-19 тенкĕ, "Молочная империя" _ 20 тенкĕ, "Молочник", "Мир" ЯХПК", О.Антонова _ 18, Канаш райповĕ _ 18-20, "Тэмпа" ООО 20 тенкĕ.
Аччапа Пайкилт ял тăрăхĕсенче ?"Молочный двор" тата "Тэмпа"/ сĕте 22 тен-кĕпе туянаççĕ.
Оперативлă сведенисем тăрăх, 2015 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 1437 килĕшÿ тунă ?"Молочник" _ 626 договор, Канаш райповĕ _ 102, "Мир" ЯХПК" ООО _ 112, "Молцентр" _ 47, "Молочный двор-Канаш" _ 545, О.Антонова _ 5/.
"Молочник" кооператива сĕт паракансем 2013 çултан пуçласа çак организацин членĕсем шутланаççĕ.
Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне сĕт паракансен 99 проценчĕ ?591 çынран 585-шĕ/ заявлени çырса "Молочный двор-Канаш" кооператива кĕнĕ.
2014 çулхи август уйă-хĕнчен пуçласа кашни уйăхрах районти ветстанцин ветеринари специалисчĕсем çынсем патшалăха паракан тин сунă сĕте ветеринарипе санитари экспертизи тăваççĕ. Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче уйрăм хушма хуçалăхсен сĕт пахалăхне палăртма 1309 лаборатори тĕпчевĕ ирттернĕ. 18 пробăра шыв ?3-40 проц./ пулнине палăртнă. Çав çынсемпе уйрăммăн калаçнă, кашнинех экспертиза кăтартăвĕсене панă.
Сергей ВАСИЛЬЕВ,
районăн тĕп зоотехникĕ.