11 декабря 2015 г.
Юн кун пирĕн районта Чăвашрадио корреспонден-чĕсем Ирина Паргеевăпа Петр Ярзуткин пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ темăпа радиосюжетсем хатĕрлерĕç: ял хуçалăхĕ тата хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем, кадетсен юхăмĕ, спорт, юбиляр çемьесем тата ытти те. И.Лукиянов, И. Протасов фермерсемпе, район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕпе В.Никоноровпа, эксперт специалисчĕпе В.Долговпа, "Канмаш" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕпе В.Лапшинпа, Киров ячĕллĕ производство кооперативĕн экономисчĕпе Н. Ефимовăпа, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕпе, ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерĕн директорĕпе В.Никитинпа, ĕç ветеранĕпе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ художникпа Н.Бабановпа, Ухман шкулĕн кадечĕсемпе, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕпе В.Ильинпа, эксперт специалисчĕпе А.Клементьевăпа тĕл пулчĕç.
"Канаш ен" хаçат редакцийĕнчи ĕçтешĕсем патĕнче пулса вĕсен пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе интересленчĕç. Муллавар выççăлккине çитсе курчĕç. Унта нумаях пулмасть хăйсен ылтăн туйне паллă тунă Мария Тимофеевнăпа Георгий Павлович Кудряшовсем патĕнче хăнара пулчĕç. Шăхасанта пурăнакан Римма Федоровнăпа Николай Федорович Федоровсем те шĕкĕр хуларан килнĕ журналист-сене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Дмитриев хăйĕн çемйи пирки, Чечняра çар тивĕçне пурнăçласа Паттăрлăх орденне тивĕç пулнă ывăлĕ çинчен хăпартланса каласа панă, баянпа хаваслă кĕвĕ выляса хăйĕнпе сăмах пуçаракансен кăмăлне çĕклерĕ.
Çывăх вăхăтрах пирĕн ентешсен сасси Чăвашрадио эфирĕнче янăрĕ.
А.ТЯМИНА.