АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă вулама ăста

25 ноября 2015 г.

Сăвă вулама ăста

Максим Иванов Çеçпĕл вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Пур предметпа та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Чи юратнă предметсем вара _ чăваш чĕлхипе литератури. Çак туйăма аталантарма пулăшнăшăн пултаруллă арçын ача Елена Сергеева вĕрентекене тав тăвать. 
Максим юрлама, ташлама ухута, шкулти "Савăк сасăсем" ансамбль членĕ. Максим сăвă калама тытăнсан итленĕçемĕн итлес килет. Акă мухтавлă ентешĕ, кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 116 çул çитнине халалласа "Çеçпĕл йыхравĕ" фестиваль ирттернĕ чухне палăк умĕнче "Хурçă шанчăк" сăвва вуласа пухăннă халăха "хĕртсе" янăччĕ. Юлашки куплета пурте пĕрле вĕçлерĕç. "Маттур!" _ тесе кăшкăрни унтан та кунтан илтĕнчĕ. Хыттăн алă çупса тав турĕç. 
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров маттур ачана аллинчен хыттăн чăмăртаса администрацин Тав çырăвне пачĕ.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика