25 ноября 2015 г.
Ноябрĕн кашни виççĕмĕш вырсарни кунĕнче ООНăн Генеральнăй Ассамблейин резолюцийĕпе килĕшÿллĕн аварире вилнисене тĕнчипех асăнаççĕ. Çак мероприятие çулсем çинче инкек пулассине сирсе ярас, аварире вилекенсен тата аманакансен шутне чакарас тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ. Çулсерен тĕнчипе автоинкексенче нумай çын шар курать, çак йыша ачасем лекни вара пушшех те пăшăрхантарать.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 70 аварие шута илнĕ, вĕсенче 11 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 104-шĕ аманнă. Ачасем аварие лекесси ÿснĕ, хальхи вăхăт тĕлне 12 автоинкек пулнă, çула çитмен 16 çамрăк аманнă.
Аварисенче водительсен те, çуран çынсен айăпĕсем те пур. Вĕсем пĕлсе тăрса çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаççĕ, кун пек хăтланни, паллах, нимĕн лайăххи патне те илсе çитермест.
Аварисем пирĕн районта ытларах чухне Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнче пулса иртеççĕ. Водительсем маневра вĕçлеймен пирки час-часах хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса каяççĕ. Автомашинăсем ку вырăнта хире-хирĕç çапăнни пĕрре кăна мар пулнă. Аварисем пулассине сирсе ярас тĕллевпе чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче асăннă вырăнта ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Русакова, ГИБДД инспекторĕсем В.Никитинпа М.Юнусов тата Владимир атте пулнă. Владимир атте А-151 автоçулăн 38-мĕш километрне çветит тунă.
С.ШАМБУЛИН,
ГИБДД инспекторĕ.