20 ноября 2015 г.
Катек вăтам шкулĕнчи вĕренекенсен "Илем" фольклор ушкăнне Канаш районĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă пикесемпе яшсен вăйă картийĕ, çепĕç чăваш юррипе сапăр ташши ентешсен кăмăлне районти чылай мероприятире тыткăнларĕ. Тăван чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне хаклама ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Ильинична Васильева тата Виталий Кузьмич Дмитриев музыка учителĕ вĕрентеççĕ. Сценари хатĕрлеççĕ, юрă-ташă ăсталăхне тимлеттереççĕ. Вĕсем тăрăшнипе 80 вĕренекене фольклор ушкăнĕн ĕçне-хĕлне явăçтарнă. Шкулти ĕçченсен "Шур акăш" фольклор ушкăнне те вĕсемех йĕркелесе пыраççĕ.
Чăн чăваш чунлисем шкулта татах та пур. Шкул директорĕн çумĕ, технологи вĕрентекен Наталья Валерьевна Семенова тухья, масмак, мăй çыххи ăсталать, пуç тутри, сăмса тутри çыхса илемлетет. Вĕренекенсем те ăстаçăран юлмаççĕ _ çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, çĕлеççĕ. Географипе биологи предмечĕсене вĕрентекен Алевтина Кузьминична Германова çулсерен вĕренекенĕсене çул çÿреве йыхравлать. Кăçал аслă класра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем чăвашсен мăн аслашшĕсем пурăннă вырăна - Тутар Республикинчи Пăлхар хулине çитсе килчĕç.
Кĕркуннехи каникул вăхăтне катексем сая ямарĕç, шкул ĕçченĕсемпе ачасен ушкăнĕ Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче И.С.Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" драмăпа паллашрĕç.
Хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ конкурса хутшăнса туптаççĕ катексем. Шăмат кун, чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене Шупашкарти трактор тăвакансен Культура керменĕн сцени çинче кăтартрĕç. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене кунта республика шайĕнче иртекен "Шкул шăпчăкĕ" конкурс пуçтарчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ конкурсантсем _ шупашкарсем, çĕнĕ шупашкарсем, элĕксем, патăрьелсем, вăрнарсем, йĕпреçсем, куславккасем, канашсем, хĕрлĕ чутайсем, комсомольскисем, муркашсем, елчĕксем.
"Шкул шăпчăкĕ" конкурсăн иккĕмĕш турне хутшăнма вĕренекенсенчен 28 солист, 11 фольклор ушкăнĕ, вĕрентекенсенчен 9 солист, 6 фольклор ушкăнĕ тивĕçрĕ. Концерт программи пуян пулчĕ. Куракансем тури, анат енчи, анатри чăвашсен юрри-кĕввипе, йăли-йĕркипе, ташшипе киленчĕç. Катек вăтам шкулĕн 8-10-мĕш классенче вĕренекенсен "Илем" ушкăнĕ ?В.Дмитриев музыкант, Т.Васильева чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Э.Митрофанова класс ертÿçи йĕркеленĕ/ куракансене çамрăксен вăййипе савăнтарчĕ.
Вĕренекенсен ушкăнне тÿресем пĕрремĕш степеньлĕ Диплом тата пылак парнесем парса чысларĕç. Республикăрисем пултаруллă ачасене Çĕнĕ çул уявне йыхравларĕç.
Шкул ĕçченĕсен "Шур акăш" фольклор ушкăнĕ конкурсра çĕнĕ пÿрт уявĕн йăли-йĕркипе ?ертсе пыракансем _ Т.Васильева, В.Дмитриев вĕрентекенсем, ушкăн ертÿçи О.Егорова/ паллаштарчĕç. "Шур акăша" çирĕме яхăн çын çÿрет. Ытларахăшĕ вĕрентекенсем: А.П.Григорьева, Н.Е. Борисова, Э.В. Митрофанова, А.К. Германова, И.Е. Смолова, А.С. Иванова, Л.И. Иванова, З.В. Леонтьева, В.Н. Алексеев, О.И. Иванова, А.Ю. Васильева, З.В. Петрова. Фольклора хаваспах Г.Н. Григорьев завхоз, шкул автобусĕн водителĕ О.Н. Ананьев, Т.И. Сергеева техслужащи те фольклора хаваспах çÿреççĕ. Вĕрентекенсен чуна çупăрлакан кăмăллă юррисене те тÿресем пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа хакларĕç.
Любовь Мартьянова калашле, "Чăвашра шăпчăк та юрлать чăвашла!" Ĕмĕрĕпех юрлатăрччĕ-ха çав шăпчăк тăван чĕлхепе, тем тесен те ăна пĕтме парас марччĕ, упрасчĕ.
Зоя ПЕТРОВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.