АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах ĕç рынокĕ, çырав, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен пычĕ

20 ноября 2015 г.

Юн кун районти кашни ял тăрăхĕнчех Пĕрлехи информаци кунĕн программипе килĕшÿллĕн халăхпа тĕлпулусем иртрĕç. Тĕп тема 2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне ирттересси çинчен пулчĕ. Çавăн пекех кăçалхи декабрĕн 14-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли пĕрлехи кун, 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттересси, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта республикăра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çĕнĕ шкулсем тăвасси çинчен калакан программăна пурнăçлама пуçласси, кальян сиенĕ, "сăрă" ĕç рынокĕ çинчен тĕплĕн калаçрĕç. 
Шупашкартан килнĕ информушкăна республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ. Ку йышра Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Владимир Барсуков, "Чăвашагролизинг" АУП генеральнăй директорĕ Эдуард Александров, Чăвш Ен Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов пулчĕç.
Сергей Павлов министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Дамир Юнусов Кăшнаруй, Энтрияль, тата Атнаш ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Кăшнаруй тăрăхĕнчи тĕлпулу Шуркасси вăтам шкулĕнче иртрĕ. Хăнасем малтан шкулпа паллашрĕç, йывăрлăхсем çинчен ыйтса пĕлчĕç. Пухăннисем информкунăн темисемпе пуçарнă кашни калаçăвах интересленсе итлерĕç. Çавна май ыйту та нумай пулчĕ. Çĕнĕ шкулсем хăçан тума пуçласси те кăсăклантарчĕ шуркассисене. Кунти вăтам шкулта 116 ача вĕренет. Шкул çуртне 1969 çулта хута янă. 
Сергей Владимирович халăх хушшинче ĕçе тата ĕç çыннине хисеплеме вĕрентес, лайăх ĕç условийĕсем туса парас тĕллевпе килес çула республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртни çинче чарăнса тăчĕ. Патшалăх статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри экономика тытăмĕнче 2014 çулта вăтамран 560 пин çын ĕçленĕ, вĕсенчен 132-шĕ _ пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсенче вăй хунă. Тупăшсен ÿсĕмĕпе республика Атăлçи федераци округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ĕç-хĕл сумне ÿстерес тата упраса хăварас тĕлĕшпе çулленех ĕç династи-йĕсене чыслаççĕ.
Чăваш Енре кашни эрнерех ĕç рынокне мониторинг тăваççĕ. Ĕçсĕррисене регистрацилессипе пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнче юлашки çулсенче виççĕмĕш вырăна çирĕп йышăнса тăрать. 
Килес çул пирĕн çĕршывра ял хуçалăх çыравĕ иртессине нумайăшĕ пĕлет паллах. Кун çинчен эпир тăтăшах çыратпăр. Çырав, чи малтанах, ял хуçалăх структури мĕнле лару-тăрура пулнине, çĕрпе мĕнле усă курнине палăртма, аграри секторĕн пĕтĕмĕшле картинине туллин курма кирлĕ.
Чăваш Ен Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров Ямаш, Çеçпĕл, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенче çак ыйтусенех сÿтсе яврĕç. 
Олег Евгеньевич "сăрă" ĕç рынокĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Малтанхи çулсенче юрист, экономист пулас текенсем йышлă пулнă тăк, хальхи вăхăтра çамрăксен хушшинче инженер, рабочи профессийĕн пĕлтерĕшĕ ÿссе пынине палăртрĕ. Строительствăпа çыхăннă специальноçпе вĕренме кĕрес текен абитуриентсен хушшинче юлашки çулсенче конкурс пысăк пулнине каларĕ. 
Кил-çурта инкек-синкек страхлама кирлине информушкăн членĕсем тепĕр хут аса илтерчĕç. Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та асăрханни, пушар, çил-тăвăл кÿрекен шартан маларах страхланни кирлех.
Унсăр пуçне кальян текен мур çамрăксен хушшинче хăвăрт сарăлать. Вăл кÿрекен сиен çинчен ăна тутанса пăхас теекен, паллах, шутламасть те. Район тĕп больницин тĕп врачĕ Рената Федорова каланă тăрăх, кальян пирус туртнă чухлĕ сиен кÿмест текен шухăш йăнăш. Çакна асра тытмалла: пĕр сехет хушши кальян туртни 100 штук пирус туртнипе танлашать. Сиенĕ вара паян е ыран мар, мăнуксем, мăнуксен ачисем çинче палăрать. Кальян тĕтĕмĕ çыннăн ÿпкине калама çук пысăк сиен кÿрет. Çавăнпа та ку паянхи чи çивĕч проблемăсенчен пĕри. 
Район больницин наркологĕ районти шкулсенчен пĕринче вĕренекен 38 ачапа анкета ирттернĕ. Ачасем кальянпа кăсăкланни, çав вăхăтрах унăн сиенĕ килес ăрусем çинче палăрасси çинчен нимĕн те пĕлменни палăрнă. Çавăнпа та çамрăксемпе çак темăпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерме сĕнчĕ Рената Николаевна.
Информаци кунĕнче хускатнă ыйтусене ушкăн ертÿ-çисем вырăнтах татса пачĕç.
Ирина АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика