АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ

27 февраля 2015 г.

 

Çанталăк çур енне сулăнни сисĕнме пуçларĕ мар-и; Ирлĕ-каçлă сивĕ  пулин те, кăнтăрла хĕвел питтинче çуркуннехи евĕрех ăшă. Тумла та юхать. Юр çути куçа йăмăхтарать.

Çĕр ĕçченĕшĕн канăçсăр кунсем çывхарса килеççĕ. Тыр-пул, пахча çимĕç туса илессипе ĕçлекенĕн канăç тени ахаль те нихăçан та пулман-ха. Апла пулин те çуркунне çывхарса пынă май кĕçех хĕрÿ ĕççи пуçланасси вăйлăрах та вăйлăрах сисĕнме пуçлать. Хĕл те иртмен-ха, çапах та халех кун пирки калаçма иртерех темелли çук. Кунсем шыв юххин иртеççĕ те, çур аки çитсе тăнине сиссе те юлаймăпăр ак.

Çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тата вăрлăх хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров йĕркелесе пычĕ.

Районта 4928 гектар çĕр "ĕçсĕр" выртать. Иртнĕ çул 934,3 гектар çĕр пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче И.Яковлев фермер 280 га çĕр сухаланă, çакăнтан 150 гектарĕ çине нумай çул ÿсекен курăк акнă. Э.Шамуков фермер Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнче 75 га кĕрхи культурăсем акса хăварнă. "Бородино" ООО Шаккăл тăрăхĕнче вăрмана çаврăннă 300 га çĕре хута янă. Сухайкасси енче "Канмаш" агрофирма" ООО 281,3 гектар çинче суха-ака ĕçĕсем тунă.

Шаккăл ял тăрăхĕнче 165 га, Вăтакас Кипеч тăрăхĕнче 840 га, Ăвăспÿрт Кипеч енче 596 га, Янкăлч енче 242 га, Кăшнаруй ял тăрăхĕнче 2185 га,  Ачча тăрăхĕнче 402 гектар çĕр хăйсен хуçисене кĕтет. Ку лаптăксем çинче йывăç-тĕм ÿссе ларнă. Вырăн-вырăнпа çитĕннĕ йывăçсем те пур. Вĕсене кăкласа тасатма, çĕре сухаласа йĕркене кĕртме самай пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ.

Район администрацийĕ ку ыйтăва татса парас тĕллевпе инвесторсем шырать. 2015 çулта районта 2530 гектар çĕр сухаласа тыр-пул е пахча çимĕç лартса ÿстерме юрăхлă тумалла. Ку енĕпе Кăшнаруй ял тăрăхĕн территорийĕнче 775 гектар çинче ĕçлеме "Канашский" агробиотехнопарк" ОООпа, Ухман (182 га) тата Янкăлч ял тăрăхĕсенче (242 га) - Н.Шакирзянов фермерпа, Вăтакас Кипеч (552 га) тата Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсенче (596 га) "Земледелец плюс" предприятипе килĕшÿсем тунă. В.Григорьев фермер тата "Канмаш" агрофирма" ООО Ачча ял тăрăхĕнчи уйсенче ĕçлес шутлă. 

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăх саппасĕ 2816 тонна (104 проц.). Хуçалăхсенчен чылайăшĕ вăрлăха акма юрăхлă кондицие çитереймен. Пĕтĕмпе 1049 тонна вăрлăх (36 проц.) кондицие ларман.

"Канмаш" агрофирма" предприяти, сăмахран, 150 тонна элита вăрлăх туянма палăртать. "Эпир хут çинче лайăх цифрăсем кăтартассишĕн ĕçлеместпĕр. Пирĕн тĕллев акнă вăрлăхран пысăк тухăç туса илесси. Çавăнпа пахалăхлă вăрлăх туянасшăн. Хамăршăн ĕçлетпĕр-çке", - тет хуçалăх ертÿçи В. Лапшин.

И. АНДРЕЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика