27 февраля 2015 г.
Юн кун район администрацийĕн акт залĕнче вăрçă тата ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен, саккунлăха сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн пленумĕ иртнĕ.
Вăл районти шкулсенче вĕренекенсен концерчĕпе пуçланнă. Концерт программине районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ С.Кузнецова хатĕрленĕ. Ватăсене хисеп тунăшăн ăна ветерансен организацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Пленума ветерансен канашĕн председателĕ В.Петров уçнă. Пленум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Афганистанри событисене хутшăннисен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Н.Беляева, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Барамышникова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Поляков совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине чыслă кĕтсе илессипе çыхăннă ĕçсем, вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене мĕнле пăхса тăни çинче чарăнса тăнă. Çак темăпах райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Хучел, Уçырма, Шелттем, Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Л.Иванов, В.Иванов, В.Николаев, С.Иванова тата ыттисем тухса калаçнă.
Ветерансен пуçламăш организацийĕсене ертсе пыракансем тунă ĕçсене пĕ-тĕмлетнĕ хыççăн юбилярсене наградăсем панă. Пленумра хускатнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Уйрăмах "2011-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ парасси" патшалăх программине пурнăçа кĕртес енĕпе çыхăннă ыйтусене малти вырăна хунă.
А.ТЯМИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.