18 февраля 2015 г.
Кăшнаруйĕнче ялăн хисеплĕ гражданĕсем пиллĕкĕн. Вĕсенчен иккĕшĕ - пĕр мăшăр Никоноровсем. Анатолий Васильевич вăтăр çул ытла трактор çÿретнĕ, вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларнă. Агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă, Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн куравĕн бронза паллипе, юбилей медалĕпе, грамотăсемпе наградăланă. А.Никоноров механизатор профессине 1958 çулта Канашри механизаци шкулĕнче вĕреннĕ. Тракторист правине илсен çамрăк каччăна Казахстана çерем уçнă çĕре янă. Унта вăл икĕ çул вăй хунă.
Пĕррехинче Анатолий ял çамрăкĕсемпе Йĕрĕхçырми ялне концертпа кайсан уçă саслă, юрлама ăста Надя ятлă хĕре куç хывнă. Çав каçах паллашнă, килне ăсатса янă. Вĕсен хушшинчи туслăх майĕпен юратăва куçнă. 1963 çулта Кăшнаруйĕнче çĕнĕ çемье çуралнă. Вăхăт иртнĕ- çемĕн çут тĕнчене Владимир, Константин тата Александр килнĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Виççĕшĕ те çемье çавăрнă, юратнă ашшĕпе амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ. Ывăлĕсен тĕпренчĕкĕсем Надеждăпа Анатолий Никоноровсемшĕн - чи хаклă та пысăк пуянлăх.
Пенси çулĕ çитсен Анатолий Васильевич чылай вăхăт ялти культура çуртĕнче тăрăшнă. Ачаран купăса алăран вĕçертменнине кура юрлама ухута ентешĕсене пĕр ушкăна пĕрлештерсе концертсем хатĕрленĕ. Кăшнаруй артисчĕсен юрри-ташшине курма кÿршĕ ялсенчи клубсенче те халăх нумаййăн пуçтарăннă.
Надежда Филипповна Анат Сурăмри пекарньăра 20 çул çăкăр пĕçернĕ. Пултарулăхне кура ăна заведующине лартнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла кунти коллектива ертсе пынă. Н.Никонорован ĕçри хастарлăхне виççĕмĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, кăкăр çине çакмалли "Совет потребкооперацийĕн отличникĕ" паллăпа хакланă. Хисеп хучĕсемпе тĕрлĕ диплом тем чухлех.
Никоноровсем пĕр çулпа алла-аллăн тытăнса çур ĕмĕр ытла утаççĕ.
В.КОНСТАНТИНОВ.