АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салют пани халĕ те асрах

18 февраля 2015 г.

Салют пани халĕ те асрах

 

Чуна тыткăнлакан, кăмăла çĕклекен вун-вун тĕрлĕ чечекпе кăна мар, уявсемпе те пуян çу уйăхĕ. Вĕсенчен пĕри - Аслă Çĕнтерÿ кунĕ. Вăхăт иртнине, ăрусен ылмашăвне пăхмасăр, вăл паян та пĕлтерĕшлĕ, сумлă, малашне те çаплах юлĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, фронта тĕреклетессишĕн тылра  ырми-канми ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсене хĕрхенмен хаклă çыннăмăрсен уявĕ вăл. Кăçал эпир çак çĕнтерĕве 70-мĕш  хут паллă тăватпăр. Шел пулин те, вăрçă участникĕсем çулран-çул сахаллансах пыраççĕ.

Çеçпĕл ял тăрăхĕнче паянхи кун Аслă вăрçа хутшăннă паттăрсенчен пĕр çын çеç пурăнать. Шăп çакăн пек паттăрпа паллаштарасшăн та эпĕ сире. Вăл Малтикас ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнакан Алексеев Александр Алексеевич.  Ялта ăна Яшук Сани тесен лайăх пĕлеççĕ. Ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн тăван колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. 1943 çулта вун саккăрти Сантăра вăрçа илсе кайнă. Вăрçă пĕтичченех вăл 3-мĕш Белорусси фронтĕнче çапăçнă. Виçĕ хутчен аманнă паттăр салтак. Пĕрремĕш хут амансан Смоленск облаçĕнчи Ельня хулинче 3 уйăх госпитальте сипленнĕ. Ун хыççăн каллех фронта. Минск хули патĕнче иккĕмĕш хут аманнă. Чи асра юлнă çапăçу вара - Кенигсберг хулине парăнтарни. Унтах Александр Алексеевич виççĕмĕш хут аманнă. Çĕнтерĕве Иваново хулинчи госпитальте кĕтсе илнĕ.

Паллах, çав савăнăçлă кунсем, автоматсенчен, тупăсенчен персе салют панисем халĕ те унăн асĕнче. Киле салтак 1945 çулхи сентябрь уйăхĕнче таврăннă. Ял хĕрĕпе Александра Сергеевнăпа пĕрлешсе 5 ачана кун çути панă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Александр Алексеевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех  колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. 1980  çултанпа  вăрçă суранĕсене пула 2-мĕш ушкăн инваличĕ шутланать, пуçĕ çинче унăн халĕ те путăк вырăн пур. Çулĕсем самаях пулсан та маттур-ха ветеран, хăйне аван туять, хăлхи япăх илтни кăна чăрмав кÿрет. Кил хушшинче кăштăртатать, кроликсене, чăхсене  апат парать, шыв ăсса кĕме, юр хырма та пултарать.

"Хусканусем тумасан шăм-шак хытса ларать", - тет ватă çын. Александр Алексеевич хăйне пăхса пурăнакан кинне Светланăна лайăх пăхнăшăн çав тери мухтать. Паянхи çамрăксене вара ĕçре хастар пулма, пысăк çитĕнÿсем тума сĕнет тата мирлĕ пурнăç сунать. Хăйĕн 7 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 8 ачипе савăнмаллипех савăнать. Вĕсем тăван килне килсе çÿреççĕ.

Февралĕн 7-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕ салтак хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа хаклă ветерана район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Андрей Поляков Раççей Президенчĕ янă çырăва вуласа саламларĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Эльвира Яковлева тата Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова парне парса чысларĕç. Малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕç. Эпир, культура ĕçченĕсем, хамăр енчен юрă-ташăпа савăнтартăмăр.

Галина ШАДРОВА,

Çеçпĕл ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика