13 февраля 2015 г.
Ялсенче халăх пухăвĕсем иртеççĕ. Районтан пыракан информаци ушкăнĕсене çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене параççĕ.
Эпир çав ыйтусен хуравĕсене пичетлетпĕр.
- Район çыннисене халăхран сĕте тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ хакпа пуçтарни канăç памасть. Пĕр ял тăрăхĕнче ăна 20 тенкĕпе туянаççĕ, тепĕр çĕрте - 19 тенкĕпе. Çак ыйтăва уçăмлатас тĕлĕшпе район администрацийĕ, ветеринари служби мĕнле ĕçсем тăваççĕ;
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республика экономикин аталанăвне тĕрлĕ енлĕ кăтартса пачĕ. Сĕт ыйтăвне те манмарĕ. "Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп.
Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъек-чĕсемпе туса илнĕ сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çакнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ. Çапла шутлатăп: ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайăх майсем туса памалла", - терĕ Михаил Васильевич.
Канаш районĕнче сĕт пуçтарассипе сакăр уйрăм предприниматель тата организаци ĕçлет: "Молочный двор - Канаш", "Молочная империя", "Молочник", "Молцентр" кооперативсем, Канаш райповĕ, "Вăрнарти сĕт-çу завочĕ", "Мир ЯХПК" предприятисем тата А.Агамерян предприниматель.
Канаш район администрацийĕ асăннă пĕрлешÿсен ертÿçисемпе час-часах тĕл пулусем ирттерет, сĕт ыйтăвне сÿтсе явать. Акă, сăмахран, январь уйăхĕн варринче çакнашкал тĕл пулăва "Молочник" СК представителĕ Л.Григорьев, А.Казаков ("Молочный двор"), В.Зайцева (Канаш райповĕ) хутшăннă. Сĕтĕн вăтам хакĕ районта 19 тенкĕ пулнă чухне Канаш райповĕ ăна хăш-пĕр ялта 18 тенкĕпе туяннă. Ыйтăва пĕрле тишкернĕ хыççăн икĕ енĕ те 1 литр сĕтшĕн 19 тенкĕрен кая мар тÿлемелле тесе йышăннă.
"Сĕт ыйтăвĕ" районти ветслужбăн кулленхи тимлĕхĕнче. 2014 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ регламентпа килĕшÿллĕн ветеринари специалисчĕсем кашни уйăхрах ял хуçалăх организацийĕсенчи тата уйрăм çын хуçалăхĕнчи ĕнесен сĕтне пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев ирттереççĕ.
Сергей ВАСИЛЬЕВ,
районăн тĕп зоотехникĕ.