АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, спортра та йышпа пĕрле

13 февраля 2015 г.

Ĕçре те, спортра та йышпа пĕрле

 

Февралĕн 7-мĕшĕнче Сочире Олимп вăййисем ирттернĕренпе çулталăк çитнине Раççейре анлăн паллă турĕç. Çавна май çĕршывра ку эрнене хĕллехи спорт вăййисен эрни тесе пĕлтерчĕç. Вырсарни кун йăлана кĕнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупу пирĕн районта та тухăçлă иртрĕ.

Шелттем ял тăрăхĕнче вырнаçнă шкул территорине кăнтăрла тĕлне ял-йыш йышлă пуçтарăнчĕ. Çитĕннисем те, ачасем те. Ăмăртусене 100-е яхăн çын хутшăнчĕ. Куракансем те йышлăн пулчĕç.

Чупу йĕркипе старта чи малтан 2006 çулта çуралнисем тата çамрăкрах ÿсĕмрисем тухрĕç. Ун хыççăн 2003-2005, 2001-2002, 1999-2000 çулсенче çуралнисем тупăшрĕç. Каярах арçын тата хĕрарăм ветерансем вăй виçрĕç. Хăшĕ-пĕри йĕлтĕр çине пуçласа кăна тăнă пулсан та пысăк хавхалану илчĕ. Ахальтен каламан-çке, ушкăнпа ĕçлеме те, канма та аван тесе.

Чупура чи çамрăкки пилĕк çулти Милана Филиппова пулчĕ. Чи асли вара 72-ри Вячеслав Никитич Иванов. Маяк ялĕнчен килнĕ Геннадий Филиппова та аслă ÿсĕмрисен шутнех кĕртмелле.

Спорт уявне йĕркелесе ирттерме хавхалантараканĕ, пулăшаканĕ хальхинче пирĕн ентеш Николай Германович Николаев пулчĕ. Вĕсем ăмăртăва çемйипех хутшăнчĕç. Николай Германович хăй те, мăшăрĕ Елена та, ывăлĕ Степа та хаваспах йĕлтĕрпе чупрĕç. Курма пынисем пурне те савăнăçлă кăшкăрса хавхалантарса, вăй парса тăчĕç.

Малти вырăнсене йышăннă йĕлтĕрçĕсем кашниех диплома, парнене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне ÿсĕмсем тăрăх мала тухнă ушкăнсене пурне те торт пачĕç. Спорт кунне килнисем вĕри чей тата тутлă икерчĕ астивме пултарчĕç.

Чи пĕлтерĕшли вара - ял тăрăхĕнче ирттерекен кирек мĕнле мероприяти те вырăнти халăха пĕр пысăк йыша пуçтарса туслашма, малашлăх ĕçсем палăртма, йывăрлăхсене пĕрле татса пама майсем парать. Шелттемсен вара кунашкал ĕçсем тахçанах йăлана кĕнĕ тесен те тĕрĕсех. Пирĕн пуçаруллă çынсем пур. Вĕсенчен пĕри, чи пултарулли - Николай Николаев. Вăл пире пур енĕпе те - ĕç-пуç йĕркелесе ярассипе те, спортпа туслашассипе те тата ыттипе те - куллен пулăшса, вăй парса пырать.

Алексей СЕМЕНОВ,

Шелттем шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ,

ăмăртусен тĕп судйи.    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика