АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питĕ хÿхĕм саслă ентешĕмĕр

13 февраля 2015 г.

Питĕ хÿхĕм саслă ентешĕмĕр

 

Иртнĕ эрне пуçламăшĕнче редакцине Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  Анатолий Аввакумов кĕрсе тухрĕ. Анатолий Михайлович Шупашкара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне вырăссен чаплă композиторĕ Модест Мусоргский Александр Пушкинăн "Борис Годунов" трагедийĕ тăрăх çырнă оперине кайса курма чĕнÿ хучĕ парса хăварчĕ. Виçĕ пайлă драмăна Чăваш халăх артисчĕ Василий Васильев 80 çул тултарнине халалласа лартаççĕ иккен. Юродивый, Мисаил партийĕсене Василий Васильевич юрлать.

Çак паллă артист хамăр енчен, Аччаран, пулнине эпĕ ăнсăртран пĕлтĕм. Пĕррехинче Чăваш наци радиовĕпе паллă ентешĕмĕр, сцена ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев ун çинчен хатĕрленĕ çур сехетлĕх передачăна итлеме тÿр килчĕ. Мĕнлерех хăпартлантăм Ачча тăрăхĕнче çавăн пек пултаруллă юрăç пурришĕн. Вăл çав передачăра юрланă чăваш халăх юррисем чылайччен хăлхаран тухма пĕлмерĕç. Каярахпа Валериан Прокопьев тавра пĕлÿçĕ те ун çинчен каласа панăччĕ. Иртнĕ çул вара акатуйра хăйĕнпе паллашрăм, сăн та ÿкерсе илсе хамăр хаçатра пичетлесе районта пурăнакансем патне çитертĕм. Шел, ун чухне нумай калаçса тăма май килмерĕ. Василий Васильевичăн йыхрав хутне А.Аввакумовран хĕпĕртесе йышăнтăм, костюмăн чĕре тĕлĕнчи шалти кĕсйине типтерлĕн чикрĕм.

Шăмат кун тавралăха каç сĕмĕ çапма пуçласан район администрацийĕн çурчĕ умне шурă тĕслĕ пысăк "Газель" пырса ларчĕ. Ентеш ăсталăхне курас кăмăллисем таса та тирпейлĕ салона кĕрсе вырнаçрăмăр. Вĕсен хушшинче - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Поляков, культура секторĕн заведующийĕ Наталия Кузьмина, администрацин пресс-секретарĕ Антонина Тямина. Çула май Ачча тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсене,  Василий Васильевичăн тăванĕсене, пĕлĕшĕсене кĕрсе илтĕмĕр. Пирĕн çул шĕкĕр хулана выртрĕ.

Василий Васильев çут тĕнчене Ачча ялĕнче 1935 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче килнĕ. Пуçласа юрăсем амăшĕнчен илтнĕ. Унăн сасси питĕ хитре пулнă. Çамрăк ача вăл юрланă  чăваш юррисене каçса кайса итленĕ. Ачча шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен вĕренĕве Вăрнар районĕнчи Уравăш вăтам шкулĕнче тăснă.

Василий ачаранпах вĕренÿре те, ĕçре те, пурнăçра та малалла талпăнма тăрăшнă, çÿлелле кармашнă. Пĕррехинче çуллахи каникул вăхăтĕнче ял Совет çурчĕ çинчи ялава пушă ларакан чиркÿ тăррине силленекен тимĕр тыткăчсем тăрăх хăпарса çакнă. Темиçе кун вĕлкĕшнĕ хĕрлĕ хăмач унта. Ялав çилпе çуркаланса пĕтсен хăюллă арçын ача улăхса ăна каялла илсе аннă.

 Шкулти хорта юрланă. Коллектива Чăваш музыка театрне никĕсленĕ Борис Марков режиссерăн пиччĕшĕ, физика вĕрентекен Анатолий Семенович ертсе пынă. Саратов хулинчен чăваш ялне вырăс литературипе чĕлхине вĕрентме килнĕ Светлана Константиновна Шмелева Василекăн юрлав пултарулăхĕ пуррине асăрханă. "Вăл тăрăшнине пула эпĕ пирус мăкăрлантарма пăрахрăм. Ман чунра юрлас туртăм хĕлхемĕ вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ", - аса илчĕ ентешĕм. Вăлах Васильева Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине илсе кайнă. Василин пĕрремĕш преподавателĕ профессиллĕ юрăç Иван Васильев пулнă. Пĕрремĕш курса пĕтереймен Василий, ăна салтака илнĕ. Анчах та юрлама пăрахман, çарти хора çÿренĕ.

Салтакран таврăнсан 1958 çулта пурнăçра хăйĕн вырăнне тупас шутпа, шанчăклă специальность илес тĕллевпе Улатăр хулинче водительсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухать. Ăна Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ стройтреста ĕçлеме яраççĕ. Кунта Василий Ленин проспектне тунă çĕрте вăй хурать. Çав çулта чăвашсен паллă композиторĕ А.Орлов-Шуçăм музыкăпа драма театрĕ йĕркеленĕ. Çулталăкран Васильев конкурс витĕр тухса хор артисчĕ пулса тăнă. 1960 çулта   театр  хăйĕн сезонне Федор Васильевăн "Шыв арманĕ"  музыка спектаклĕпе уçнă. Чăвашсен пĕрремĕш оперине Борис Марков хатĕрленĕ. Унта хутшăнма Василий Васильева телей пулнă. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ вăл музыка пĕлĕвĕ илмесĕр, юрланине итленипех вокал партине вĕренме çуккине ăнланса илнĕ. Çине тăрсах пултарулăха туптамалла. Саратоври музыка училищинче икĕ çул вĕренсен Хусанти консерваторире вĕренес тесе шăпине тĕрĕслесе пăхнă. Ăнăçнă. Унăн ячĕ-шывĕ прессăра та "мĕлтлетсе" çуталнă.

1967 çулта алла опера юрăçин тата преподавателĕн дипломне илсен Владимир Воронов профессор çапла каланă: "Василий, сана шофертан юрăç турăмăр, малалла хăвах вĕçĕн. Ăнăçу сана!" Çамрăк специалиста икĕ направлени панă: пĕри - Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне, тепри - Чăваш музыка театрне. В.Васильев театрта пушă ĕç вырăнĕ пулманнипе ансамбле вырнаçнă. Тăхăр çул юрланă вăл унта. Çак вăхăт хушшинче Совет Союзĕнче вăл  пулман вырăн юлман та пулĕ ахăртнех.

 Василий чăваш тата вырăс халăх юррисене шăрантарнă чухне зал асамлă шăплăх ытамне лекнĕ, унăн талантне пуç тайса, тав туса тăвăллăн алă çупнă, "Браво!" тесе кăшкăрнă. 1974 çулта "Чăваш халăх артисчĕ" хисеплĕ ят панă. Театрта ĕçлес ĕмĕт унăн пурнăçĕн çутă тĕллевĕ пулса тăнă.  Вăл ăна анлă та тĕрлĕ енлĕ репертуарпа, кăткăс вокал партийĕсене юрлассипе тата сăнарĕсем тăвассипе илĕртнĕ. Вокал искусствăн чи пысăк вĕçев ăсталăхĕ  шутланнă-çке-ха. Опера юрăçин дипломне те тÿрре кăлармалла пулнă. 1976 çулта Василий Васильевичăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ: ăна Чăваш музыка театрĕн труппине йышăннă. Çавăнтанпа  халĕ те унта ĕçлет. 

- Шанса панă рольсене эпĕ чунтан килĕштернĕ. Юратмасăр сăнарăн характерне, кăмăл-туйăмне уçса пама çук. Пĕлтерĕшне кура хама валли хăшне-пĕрне  палăртма пултаратăп. Маншăн çак рольсем çав тери хаклă: Жорж Бизен "Кармен" оперинчи Данкайро, Григорий Хирбюн "Нарспири" Сетнер, Федор Васильевăн "Шыв арманĕнчи" Палля, Тихон Хренниковăн "В бурю" оперинчи Антонов, Шарль Франсуа Гуно оперинчи ватă Фауст. Нумай çул Н.Римский-Корсаковăн "Царская невеста" оперинчи Бомелий арине хăпартланса юрланă. Петр Чайковскин "Евгений Онегинри" Трикене чуна хурлантарса шăрантарнă. Çак партине музыка шкулĕнче пĕлÿ илнĕ чухнех пысăк хавхаланупа вĕреннĕччĕ.  Эпĕ нихăçан та пĕрремĕш партисене юрлас тесе тапаçланман. Ман шутпа кирек мĕнле артист та, хăйне питĕ юратать пулсан та, хăйĕн вырăнне пĕлмеллех. Иккĕмĕш партине пĕрремĕш пек, пĕрремĕшне иккĕмĕш пек юрлама пулать, - терĕ В.Васильев.

Юрăçăн питĕ хÿхĕм сасси Джузеппе Вердин "Балмаскарад" (Судья ролĕ), Имре Кальманăн "Марица" (Куделько) тата тĕнчипе паллă ытти композиторсен произведенийĕсенче те янăранă. Людвиг Минкусăн "Дон Кихот" балетĕнче те  унăн пултарулăхĕ  яр уççăн палăрнă. Сцена çинче вăл Санчо Пансона ăста калăпланă.

Василий Васильевича опереттăсенче те, ача-пăча спектаклĕсенче те курма пулнă. Константин Листов хайланă "Севастопольский вальс" опереттăри Рахмета вăл çывăх тăванĕ пек юратса вылянă. Ачасем валли çырнă спектакльсене уйрăмах тĕплĕ хатĕрленнĕ. Сцена çинче пĕчĕккисен умĕнче шанса панă партисене пăсса юрламалла мар, чуна парса çăмăллăн вылямалла. Хăш-пĕр чухне В.Васильев спектакль хыççăн сăн-питне гримран тасатса фойене ачасем патне тухнă та юмахра кам ытларах килĕшнине ыйтнă. Хăй вылякан сăнара асăнсан чĕри савăнăçпа тулнă, çав шăпăрлана çупăрласа кăкăрĕ çумне пăчăртас килнĕ. Кама кăна сăнарламан пирĕн ентеш ачасем валли хатĕр-ленĕ юрă-кĕвĕллĕ спектакльсенче. Шатрашкана та, Эрешмене те, Кашкăра та, Анчăка та, Кăмăла кайнине пурнăçлакана та... Хĕрарăмсен ролĕсене те выляма тивнĕ. Сăмахран, Тухатмăш карчăка чăн пурнăçри пек ĕнентерсе сăнарлама тивнĕ ăна.

Василий Васильевич 15 çул театр труппин заведующийĕнче ĕçленĕ. Унăн килĕнче артистсен пурнăçĕнчи интереслĕ самантсемпе паллаштаракан информацисен архивĕ упранать. Кунсăр пуçне вăл композиторсемпе музыкантсем çинчен литература пухма кăмăллать. Училищĕре юрлас ăсталăха вĕрентнĕ Вера Коновалова педагог вĕрентсе çапла каланине ăса хывса хăварнă: "Енчен те тăнлă çынсемпе тĕл пулмасан, ăслă кĕнекесемпе тĕл пулма тăрăш". Вăт çавăнтан пуçланнă та ĕнтĕ килте библиотека йĕркелесе ăна пуянлатса тăрасси.

Кăсăклă самантсем Василий Васильевичпа хăйĕнпе те пулса иртнĕ. Пĕррехинче, сăмахран, ăна Улатăра гастрольпе кайсан сцена çине хуçăк урапа тухса Данкайро партине юрлама тивнĕ.

В.Васильев - тарăн пĕлÿллĕ актер, сцена ăсталăхĕн пĕтĕм вăрттăнлăхне пĕлет. "Шыв арманĕ" оперăна хутшăнни унăн пултарулăх çулĕн витĕмлĕхне кăтартса парать. Кунсăр пуçне унра - ĕмĕр-ĕмĕр асра юлакан чунри çамрăклăхăн феноменĕ, нихçан сÿнми чĕре, кăмăл хĕрÿлĕхĕ, яш чухнехи евĕр ашкăну, пуçтахлану. Чăннипех те унăн юратман, кăмăла кайман рольсем çук.

Халĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн юбилейĕ патне таврăнар-ха. Ăна вăл  Модест Мусоргскин "Борис Годунов" халăх драминчи савăк старикĕн Юродивыйăн тата сĕтĕрĕнчĕк манахăн Мисаилăн партийĕсене тĕлĕнмелле ăста юрласа уявларĕ. Василий Васильевича Сиккассинче çуралса ÿснĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Чăваш Ен театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинчен килнĕ хăнасем, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Андрей Поляков, культура секторĕн заведующийĕ Наталия Кузьмина, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов,  юбилярăн тăванĕсем, ентешĕсем саламларĕç, парнесем пачĕç,  сар хĕвел ăшшипе киленсе, пурнăç илемĕпе савăнса пурăнма чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, пархатарлă та тумхахсăр кун-çул, канлĕ те лăпкă ватлăх, кил-çуртра килĕшÿпе ăнлану, юрра-кĕвве юратакансене малашне те çурхи шыв пек шăнкăртатса юхакан сассипе савăнтарма сунчĕç.

Хаклă çыннăмăр,

Турă сывлăх патăр,

Усалли ан çыпăçтăр çумна.

Иртĕçин çулсем - эс чунпала ан ватăл,

Яланах çÿлте тыт ят-сумна.

Мĕн ĕмĕтленни, палăртни яланах пурнăçа кĕрсе пытăр. Юбилей ячĕпе, хаклăран та хаклă Василий Васильевич!

 Пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне темиçе хутчен те хутшăннă. Кашнинчех унта вăл ватă Фаустăн партине юрланă. Пĕррехинче фестиваль спектаклĕсем вĕçленнĕ хыççăн Францирен килнĕ артистсем программа блокночĕн хуплашки çине çапла çырса хунă: "Браво, Василий!" Ман шутпа, юрăçа юбилей ячĕпе саламлама çак сăмахсем те питĕ вырăнлă.

Виталий АЧЧА,

Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика