АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне ĕçре тупнă

13 февраля 2015 г.

 

Чăваш хĕрарăмĕсем ĕçченлĕхĕпе, вашаватлăхĕпе, пур ĕçе те тума пултарнипе чăннипех те тĕлĕнтереççĕ. Унашкаллисем пирĕн районта та нумай. Кам-ши вăл тетĕр-и; Хаваспах паллаштаратпăр.

Ольга Михайловна Васильева - СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Çак пысăк хисепе вăл 1987 çулта Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура чаплă çитĕнÿ тунăшăн тивĕçнĕ.

Ольга Васильеван кун-çулĕ хăйне евĕр интереслĕ. Вăл Çĕнĕ Мами выççăлккинче 1945 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта 4 класс вĕреннĕ, 1964 çулта Янкăлч вăтам шкулĕнчен вăтам пĕлÿ илсе тухнă. Пултаруллă хĕре шкул директорĕ кунтах пионервожатăй пулса ĕçлеме хăварнă. Тепĕр çултан хĕр-упраç Шупашкара Чăваш патшалăх  педагогика институтне историпе филологи факультетне заочно вĕренме кĕнĕ. 1967 çулта Чăваш патшалăх университечĕ уçăлсан факультета унта куçарнă. Çапла вара Мами выççăлккин хĕрĕ университет студентки пулса тăнă. Шел те, вĕренсе пĕтерме пÿрмен. Виçĕ курс хыççăн килти лару-тăрăва пула Ольга Михайловна яла таврăннă. Тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта воспитательница пулса ĕçе пуçăннă. 1967 çулта хăйсен ял ачипе çемье çавăрнă. Унтан çемьене пĕрин хыççăн тепри "çĕнĕ кайăк" килнĕ - виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Ачисем пурте вĕренсе тухса çын пулнă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Виççĕшĕ предприниматель ĕçне йĕркеленĕ, тепри шалти ĕçсен органĕсенче вăй хурать.

Çирĕм улттăра Ольга Михайловнăна Чакаç ял Совечĕн председательне суйланă. Çамрăкскер вăй питти арçынсемпе тупăшма та вăтанса тăман. Юлан ут утланса çил пек вĕçтерме те хăраман вăл.

Пĕр çулхине "Канаш" колхозăн Çĕнĕ Мами выççăлккинчи бригади бригадирсăр тăрса юлнă. Ольга Михайловна правление пынă та: "Мана тăван колхоза ĕçлеме ярăр-ха", - тенĕ. Правлени ларăвĕнче унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Ăста педагог, пилĕк ача амăшĕ çĕнĕ вырăнта çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Çĕр ĕçĕн уйрăмлăхĕсене тарăнрах пĕлес тĕллевпе Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă.

Кирек епле ĕçе пуçăнсан та Ольга Михайловна ăна тĕплĕн тунă. Çынсен шухăшне те шута илнĕ, вĕсене итлеме пĕлнĕ. Тыр-пул тухăçне ÿстерессишĕн нумай тăрăшнă тăваттăмĕш бригадăн бригадирĕ. Ĕç кăтартăвĕсем кашни çулах лайăхланса пынă. Ольга Михайловна тĕрлĕрен сорт акса опыт нумай ирттернĕ. Çĕнĕ, лайăх тухăç паракан культурăсене ытларах акма тăрăшнă. Пăрçа сорчĕсене те сăнаса пăхнă вăл.

"Канаш" хуçалăхăн вăрăм историйĕнче Васильева бригадирпа çыхăннă тапхăрсенчи çакăн пек кăтартусем çырăнса юлнă: пĕр çулхине выльăх апатне кашни гектартан 43 центнер апат единици чухлĕ туса илнĕ. Рапса, сăмахран, çу каçипе икĕ хутчен акса çитĕнтернĕ, ăна гектартан 33 центнер илнĕ. Кукуруза та пысăк тухăçпа савăнтарнă - гектартан 556 центнер. 1987 çулта выльăх кăшманĕн гектартан илнĕ тухăçĕ 602 центнерпа танлашнă, çĕр улмин "невский" сорчĕ - 300 ытла центнерпа.

Çак çулах О.Васильева бригадира Совет Союзĕн Патшалăх премине илме тăратнă. Наградăна Мускавра Кремльте ун чухне СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ пулса ĕçленĕ Николай Иванович Рыжков аллинчен илнĕ.

1990-2000 çулсенче "Канаш" колхозăн ферма заведующийĕнче вăй хунă. "Хуçалăх кăтартăвĕсем ÿссе пыни пĕр çынпа кăна çыхăнман, кунта кашни специалист хăйĕн ĕçне пĕлсе туни витĕм  кÿнĕ. Çавăнпа ĕç кăтартăвĕсем çулран çул лайăхланса пынă. Пирĕн колхоз малта пыраканнисенчен пĕри пулса тăчĕ" , - тет ĕç ветеранĕ.

Çынна хисеплени, чунне парса ĕçлени Ольга Михайловнăн сумне ÿстерсе пынă. Ялта шкул çурчĕ кивелсе çитнĕ пулнă. Çĕнĕ шкул тумалли çинчен нумай калаçнă, анчах лав вырăнтан та тапранман. О.Васильева хăй ку ыйтупа тивĕçлĕ органсене темиçе те çитнĕ. Юлашкинчен строительство материалĕсене тупнă тупнах. Бригадир ял халăхне нимене пухнă. Пурте килсе çитсен малтанхи кирпĕчсене хăй хурса панă. Унтан ыттисем...

Канăçа пĕлмен бригадира ял-йыш темиçе хутчен те район Совечĕн депутатне суйланă, ăна шаннă. Депутат панă сăмахне пурнăçласса пĕлсе тăнă.

Ольга Михайловна халь тивĕçлĕ канура, апла пулин те ĕçсĕр пĕр самант та лармасть. Унăн канăçа пĕлмен чунĕ яланах ĕç ыйтать. Ачисене, çичĕ мăнукне пулăшать. Ачисемпе те, мăнукĕсемпе те мухтанмалăх сăлтавĕ пур.

Паян çак ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм çавра çулне паллă тăвать. Юратнă ачисен, йышлă тăван-пĕлĕшĕн ăшă саламĕсем çумне эпир те хутшăнатпăр. Çыннăн пурнăçĕнче чи хакли - сывлăх. Çирĕп сывлăх, ачăрсен хисепне, телей сунатпăр сире!

Ирина ВЛАДИМИРОВА.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика