13 февраля 2015 г.
Сочире пирĕн хĕрÿллĕ Хĕллехи Олимпиада пулнăранпа çулталăк çитрĕ. Кăнтăрти хула парнеленĕ уяв халĕ те пирĕн чунăмăрта, асăмăрта. Вăл паянхи кун та çынсене хавхалантарса, вăй парса тăрать. Пирĕн спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура 33 медаль çĕнсе илсе пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕç. Раççей планетăри чи вăйлă çĕршыв пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Çак пулăма халалласа канмалли кунсенче пĕтĕм çĕршывĕпе спорт уявĕ кĕрлерĕ. Хĕллехи спортăн кунне Чăваш Енре те сумлăн палăртрĕç.
Спорт мероприятийĕ вырсарни кун, пирĕн районта та анлă та хаваслă иртрĕ. Ача-пăча сывлăха çирĕплетмелли "Космонавт" лагерьте, ял тăрăхĕсенче йĕлтĕр спортне юратакансем старта тухрĕç. Уява райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов уçрĕ. Владислав Васильевич хĕллехи спорт тĕсĕсене кăмăллакансем районта йышланса пынине палăртрĕ. "Ăмăртусене çамрăксем кăна мар, ветерансем те йышлă хутшăнаççĕ. Ялсенче те спортпа туслă çынсем нумайланни савăнтарать. Спорт площадкисем хута каяççĕ. Кăçал виçĕ хоккей курупки тунă. Халĕ вĕсем пирĕн районта вуннă таранах. Ачасем те, çитĕннисем те куллен хоккейла выляççĕ, конькипе ярăнаççĕ. Пĕр сăмахпа, спортпа туслашса сывлăха çирĕплетеççĕ", - терĕ район ертÿçи.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов спортсменсене саламласа çын сывă пурнăç йĕркипе пурăнса кун-çулне вăрăмлатнине палăртрĕ.
Ăмăртусен программипе килĕшÿллĕн старта тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем черетпе тухса пычĕç. 2003 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ÿсĕмрисем 1 çухрăма чупса вăй виçрĕç. 2001-2002 çулсенче çуралнă ачасем 2 çухрăм чупрĕç. 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕрачасен хушшинче Уçырма вăтам шкулĕнче вĕренекен Ирина Егорован чи лайăх кăтарту пулчĕ. Ирина 3 çухрăмлă дистанцие 9 минут та 57 çеккунтра чупса тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Шаккăл шкулĕн вĕренекенĕ Екатерина Миронова йышăнчĕ. Унăн вăхăчĕ - 10 минут та 43 çеккунт* виççĕмĕш вырăнта - Карăклă шкулĕн воспитанникĕ Александра Иванова (11 минут та 20 çеккунт). Арçын ачасем хушшинче çак дистанцире Ухман шкулĕн вĕренекенĕ Денис Степанов çĕнтерчĕ.
VIP-чупăва хутшăнакансем те йышлă пулчĕç. 2015 метрлă дистанцие район администрацийĕн ĕçченĕсем, тĕрлĕ служба ертÿçисем тухрĕç. Курма килнисем пурне те савăнăçлăн кăшкăрса, алă çупса хавхалантарса тăчĕç.
Харпăр хăй дистанцийĕнче мала тухнисене, çавăн пекех чи çамрăк тата чи аслă ÿсĕмри чупуçăсене те палăртрĕç. Чи çамрăк спортсмен кăçал пиллĕкри Даниил Сергеев пулчĕ. Данил çулне кура мар йĕлтĕр çинче çирĕп тăрать, çăмăллăнах ярăнать. Маттур! Чи асли вара - Ачча ялĕнчен килнĕ ĕç ветеранĕ 81 çулти Юрий Николаевич Николаев. Спортпа туслисен хушшинче çавăн пекех Атнаш ялĕнче пурăнакан Лира Семенова та пулчĕ. Йĕлтĕр спорчĕпе районта иртекен пур мероприятие те кашни çулах хастар хутшăнать вăл. "Çамрăк чухне йĕлтĕрпе пĕрмаях чупма çÿренĕ. Спорт уявĕсене хутшăнни мана пурăнма хавхалантарать. Кăмăл çĕкленет, хама лайăх. Кăçал трасса питĕ лайăх, шутсăр килĕшрĕ. Йĕлтĕр лайăх шăвать", - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Лира Гурьевна.
Йĕлтĕр йĕрĕ çине вăтапуçсем йышлăн тăчĕç. Çавна май вĕсем район администрацийĕ çирĕплетнĕ ятарлă кубока тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Дипломлă, медальлĕ, парнеллĕ пулчĕç. Чи кирли - уява килнисем уçă сывлăшра сывлăхшăн усă тата хавхалану илчĕç.
Ирина АНДРЕЕВА.