11 февраля 2015 г.
Кашнийĕнех пурнăçĕнче чуна уçса калаçмалли самант пулать. Чĕрене шăнăçайми йывăрлăха нумай чухне çывăх çынпа е тус-юлташпа сÿтсе явма хăнăхнă эпир. Вĕсемпе канашласа лăпланатпăр, çав калаçу хыççăн пурнăç çине те урăхларах куçпа пăхма пуçлатпăр. Тĕрĕссипе, чунра çил-тăвăл хуçаланнă вăхăтра юнашар пырса ларнă палламан çынна та чунри йывăрлăх çинчен каласа паракансем пур.
Çапла пĕррехинче автобус чарăнăвĕнче маршрутка кĕтсе тăратăп. Çывăхри сак çинче пĕр çамрăк хĕрарăм йĕрсе ларатчĕ. Чăтаймасăр вăл мĕншĕн хурланнипе кăсăклантăм. Мăнтарăн куççуль витĕр ăшра капланса килнине каласа кăтартрĕ.
Пĕтĕмпех упăшки эрехпе туслашнă хыççăн пуçланнă. Çĕнĕ ĕçе куçнă та çĕнĕ юлташĕсене пула хальччен лăпкă пулнă арçын ĕçме пуçланă. Арăмне нихăçан киревсĕр сăмахпа та кÿрентерсе курманскер, акă, чышкăпа хăратать. Аван пурăннă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнă, тĕрлĕ уявра парнепе савăнтарнă юратнă мăшăрне арçын. Иккĕшне вĕсене нихăçан та тунсăх пулман, пурте вĕсене хитре мăшăр тесе сăнанă. Халĕ вара... Паллах, урăлса çитсессĕн каçару ыйтать, кун пекки урăх пулмасть тесе шантарать. Ĕçмен чухне пурнăç каллех йĕркене кĕнĕн туйăнать, анчах чылая-ши;.. Çапла çур çул тăсăлать. Эх, айванскер шеллет хăйне çавăн пек нумай куççуль юхтарттараканскере. Тухса кайма пуçтарăнсан та кайман. Темле пулсан та, савнă çынни "симĕс çĕлен" ытамĕнчен вĕçерĕнессе пĕр иккĕленмесĕр шанать хĕрарăм. Малалли пурнăç çутă та таса пуласса ĕненет.
...Çапла пĕчĕкккĕн таврана каç сĕмĕ çапрĕ. Хĕрарăм васкамасăр сак çинчен тăчĕ те: "Калаçса чуна лăплантартăм. Килте апат хатĕр марччĕ", - тесе васкамасăр утрĕ. Нимĕн те каласа ĕлкĕреймерĕм ăна. Тепĕр тесен вăл манран сĕнÿ ыйтман-çке. Чунĕнчи ыратăвне калаçса ирттерни паха пулчĕ уншăн.
К.АЛЕКСАНДРОВА.
Шăхаль ялĕ.