11 февраля 2015 г.
Республикăри вĕренÿ системине çĕнетессинче ачасен апатланăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтри технологипе, оборудованипе усă курса ĕçлени ачасене паха апатпа тивĕçтерме май парать. Çавăнпа шкул столовăйĕсене çĕнетнĕ чухне "Тĕрĕс апатлан - сывлăхлă пулан" текен чĕнĕве тĕпе хураççĕ.
Афганистанра пуç хунă Евгений Анисимов ячĕпе хисепленекен Шелттем тĕп шкулĕнче те çак шухăша асра тытса ĕçлени куç кĕрет. Çак кунсенче унта шкулшăн кăна мар, районшăн та савăнăçлă та асра юлмалли пулăма палăртрĕç. Роспотребнадзор ыйтăвĕсене пур енĕпе тивĕçтерекен столовăй уçрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ линейкăна савăнăçлă лару-тăрура шкул директорĕ Сергей Ерицов уçрĕ. Шкулшăн пысăк ĕç тунă çынсене тав турĕ.
- Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче пирĕн ентеш Николай Германович Николаев шкула килчĕ те: "Каникул вăхăтĕнче айтăр-ха мĕн те пулин ĕçлетпĕр", - тет. "Столовăй тумалла", - тетĕп. Декабрĕн 26-мĕшĕнче ĕçе пикентĕмĕр. Паян, январĕн 29-мĕшĕнче, çĕнĕ столовăй ачасене йышăнчĕ. Ĕçсене вĕçлесе савăнăçлă куна пурте пĕрле кĕтсе илетпĕр, - терĕ Сергей Маркелович. Николай Германович тăван ялĕшĕн, шкулшăн питĕ нумай ĕç тăвать. Чи малтанах вăл пулăшнипе шкул чÿречисене пластик чÿречесемпе улăштарнă, унтан хутса ăшăтмалли системăна тĕпрен çĕнетнĕ. Кăçал вара столовăйне пĕтĕмпех çĕнĕрен тунă: урайĕнчен пуçласа кашăк таранах.
Пĕр уйăхра, уяври кану кунĕсене пăхмасăр, шкулта строительство ĕçĕсем ирттернĕ. Урайне бетон никĕс çине плитасем сарса тунă. Стенасене çĕнĕрен штукатурка çапнă. Канализаци, вентиляци системисем, электропроводка, апат-çимĕç пĕçермелли, ăшаламалли хатĕрсем, холодильник, чашăк-кашăк - веçех вĕр çĕнĕ.
Апатлану залне кĕриччен алă çумалли раковинăсем, сывлăш вĕртерсе алăсене типĕтмелли хатĕрсем вырнаçтарнă. Кранран ăшă шыв юхать. Столовăйĕнче саккаспа хатĕрленĕ сĕтел-пукан. Вĕсем стенапа урай тĕсĕпе килĕшсе тăраççĕ. Стена çинче - илемлĕ картинăсем. Питĕ хăтлă та илемлĕ.
- Малашлăх плансем пысăк пирĕн. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçлесе шкула çĕнетсе, хитрелетсе пыма шутлатпăр, - палăртать хăйĕн ĕмĕчĕсене С. Ерицов директор.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов Шелттем шкулĕ ачасене патриотла воспитани парас енĕпе яланах малта пулнине палăртса каларĕ. Николай Николаев предприниматель тăван тăрăхшăн тăвакан ĕçсене тепĕр хут асăнчĕ. "Николай Германович пек тăван яла, шкула укçа-тенкĕпе пулăшакансем сайра. Вăл, авă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕпе Шелттем ялĕн варринче асăну паркĕ уçнă: унта палăк, йывăçсем лартнă, тимĕр карта тытса çавăрнă. Çакнашкал тĕслĕхе шута илсе, тен, Николай Германович пек ырă çынсем районта татах та пулĕç. Пĕлтĕр Николай Гаврилов Раççей Паттăрĕ юлташĕсемпе пĕрле тăван Янкăлч шкулĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерсе шкула çĕнетме пулăшрĕ. Тепĕр бизнесмен - Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Константинович Петров. Подольск хулинче ĕçлесе пурăнать пулин те, тăван ялĕшĕн пысăк ĕç тăвать", - терĕ Владислав Васильевич.
Н.Николаев хăй çинчен каласа пама та, мухтаса калаçнине те кăмăлламасть. Ун вырăнне вăл хăй ĕç туса пулăшма юратать.
- Ĕçĕн укçа-тенкĕ енчен тăкакланă хакĕ мар, вăл çынна усă кÿнин хакĕ пĕлтерĕшлĕ. Мана пичче Владимир Германович та нумай пулăшать. Хамăр тунă ĕç мана килĕшет. Строительсене питĕ пысăк тав! Учительсем те кану кунĕсене пăхмасăр пулăшса пычĕç. Çур çĕр иртиччен ĕçленисем те пулнă.
Эпир хамăрăн ĕçе турăмăр, ытти, ачасем, сиртен килет. Сирĕн вĕренÿре, спортра, çарпа патриотизмла ĕçсенче çитĕнÿсем тумалла. Хамăр ялта ирттерме палăртнă пур мероприятие те хастар хутшăнма чĕнсе калатăп. Паян йĕркелÿ комитечĕ пуçтарăнса çулталăклăх ĕç планне çирĕплетет. Унта хастар хутшăнакансем, паллах, парнене тивĕçеççĕ. Эпир паян тунă ĕç палăртнин пуçламăшĕ кăна-ха, - терĕ Николай Германович. - Кăçал çуркунне шкул садне çĕнетме пуçлатпăр. Тымар чĕрĕ чухне йывăç-курăк чечеке ларать, çимĕç парать. Çыннăн та вăй-хал пур чухне пархатарлă ĕç туса хăвармалла. Йывăç, сад лартни - сăваплă ĕç. Çавăнпа ку ĕçе пирĕн, ачасем, тумаллах!
Ачасем апат çинĕшĕн уйăхсерен тÿлекен укçа çумне Н.Николаев хăй кашни уйăхра тата çавăн чухлĕ сумма куçарса тăма шантарчĕ. Директора, учительсене термос чейниксем, шкула электроаппаратура комплекчĕ, фотоаппарат парнелерĕ.
Линейкăра тухса калаçакансем: районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Николаев, вырăнти библиотека заведующийĕ Таисия Иванова - пурте Николай Николаев предпринимателе спонсор пулăшăвĕ кÿнĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç. Ачасене унран тĕслĕх илме сунчĕç.
Хĕрлĕ хăю касса столовăй уçнă хыççăн хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.
Ирина ВЛАДИМИРОВА.