11 февраля 2015 г.
Нарăсăн 8-мĕшĕнче Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен культурăпа кану паркĕнче Пĕтĕм Раççейри "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015" массăллă йĕлтĕр чупавĕ иртнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, физкультурăпа спорт министрĕ С.Мельников, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов хутшăннă.
Михаил Васильевич хĕллехи чи çутă спорт уявĕ ячĕпе саламланă, спорт аталанăвне хастар хутшăннисене наградăсем панă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе Сочире хĕрÿллĕ Хĕллехи Олимп тата Паралимп вăййисене ăнăçлă ирттернĕ ятпа олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен ятарлă спорт шкулĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, йĕлтĕрпе чупассин Пĕтĕм Раççейри категорин судйи М.Игнатьев асăнмалăх медале тата диплома тивĕçнĕ.
Михаил Алексеевич -пирĕн ентеш, Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Лайăх вĕреннĕ, спортпа туслашнă. Йĕлтĕрпе чупас енĕпе районта, республикăра ирттернĕ ăмăртусене яланах хутшăннă. Кăтартăвĕсем вара самаях пысăк пулнă.
Шелттем çыннисем, вĕсемпе пĕрле эпир те, Михаил Алексеевичпа мухтанатпăр, ăна награда илнĕ ятпа саламлатпăр.
В.ИЛЬИН.