15 февраля 2013 г.
Камран илнĕ-ши вăл хăйĕн пултарулăхне, камран вĕреннĕ-ши; Темĕнле ĕçе те ăста вĕт-ха Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче пурăнакан Петр Семенович Семенов. Саккас парсан йывăçран куçа илĕртекен, чăтăмлă сĕтел-пукан та ăсталаса парать. Кăмака тума та пултарать. Камăн та пулин пÿрт тăррине тимĕр витмелле - вăл ку ĕçе те ăста. Хăй ĕмĕрĕнче хуçалăхра усă курма икĕ трактор тунă. Платникре ĕçлесе юлташĕсемпе чылай çынна пÿрт лартса панă. Вăл тимĕрçĕ те, сварщик та, сехет юсама та ăста.
- Пултарулăх пирĕн йăхран йăха куçса пырать, - тет Петр Семенович. - Ку Турă панă пил. Пирĕн тăвансен хушшинче ăста, талантлă çын нумай. Аннен шăллĕ сĕтел-пукан тума ăстаччĕ, анне пек кавир тĕртме пултаракан хĕрарăм таврара пулман. Художник те пур пирĕн йăхра.
- Петр Семенович, эсир те ку енчи чи паллă сĕтел-пукан ăсти. Йывăçне савалама станокне ăçтан туянтăр;
- Веçех хам алăпа тунă. Малтан урапа çавăрса ĕçлеттермелличчĕ, каярахпа светпа ĕçлекенни ăсталарăм. Моторне кĕпе çăвакан машинăнне лартрăм, редукторне, ытти хатĕр-хĕтĕрне тимĕр-тăмăртан тупрăм. Чăн малтан ăсталанă япаласем - ача-пăча пуканĕ, сĕтелĕ паян кун та упранаççĕ - кăларса пăрахман.
- Эсир Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 50 çул тултарнă тĕле ăна валли парне те хатĕрленĕ вĕт-ха.
- Акă мĕнрен пуçланчĕ ку ĕç: 1995 çулта пирĕн яла газ кĕртме пуçларĕç. Пирĕн кил яла кĕрсен пĕрремĕшĕ те, газне те пире пĕрремĕш кĕртсе пачĕç. Ун чухне Михаил Васильевич ял хуçалăх министрĕччĕ, вăл пире çак паллă кун ячĕпе чей ĕçмелли сервиз парнелерĕ. Эпĕ те парăмра юлас темерĕм, ăна валли журнал сĕтелĕ ăсталарăм.
- Эпĕ малтанах асăнтăм-ха: эсир темĕнле ĕçе те ăста. Ку кăмакана та хăвăр тунă терĕр. Кăмака ăсти ку таврара çук-им;
- Пур, хамăн юлташах. Кăмака туса вăл ялсем тăрăх та çÿренĕ. "Эпĕ сана тетте пек хитре, ăшă тытакан кăмака туса паратăп", - терĕ. Туса пĕтерсен вутă чĕртсе пăхрăмăр та, унтан-кунтан сĕрĕм палкать. "Мана кун пек кăмака кирлĕ мар", - тетĕп. Тытрăм та пăсрăм, çĕнĕрен купаларăм. Сĕрĕм те кăлармасть, çăкăр та лайăх пиçет.
Петр Семенович кукăль пĕçерме те арăмĕ пурăннă чухнех ăста пулнă пирки мана ял-йыш каласа панăччĕ. "Петĕр пичче пĕçернĕ тутлă кукăль шăрши урамĕпех сарăлатчĕ", - терĕ мана пĕр çамрăк кинемей.
- Кăмака питĕ чăтăмлă пулчĕ, - тивĕçлипех савăнать Петр Семенович. - Ăна туни 17 çул та иртрĕ, çапах та вăл вĕр çĕнĕ пек ларать.
- Эсир йывăçран темĕн тума та ăста. Столяра ытларах мĕнле йывăç тивĕçтерет;
- Çăка, çирĕк, юман. Çирĕкĕн текстури питĕ илемлĕ, ăна сăрлама та кирлĕ мар, лакпа кăна вит. Çăка çемçе йывăç, анчах инструмента час мăкатать. Юмантан краватьсем тăватăп, вăл çирĕп йывăç. Шупашкара та 4 кравать илсе кайрĕç.
- Эсир пÿрте ăшăтмалли шыв пăрăхĕсене те хăвăрах вырнаçтарнă пулмалла.
- Çынна ĕçлеттермен. Пÿрт тума та платник тытман, веçех хам тунă. Аттесен мунчи-сарайне, пÿртне, витисене йăлтах хамăр çемьепе тунă.
- Петр Семенович, кунта пÿрт стенисем çинче темиçе сехет шаккать. Вĕсене илемĕшĕн çакса хуман пулĕ;
- Чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ чухне свалкăна темиçе михĕ çÿп-çап кайса пăрахмаллаччĕ. Кĕтĕмĕр унта, стена çине çакмалли пысăк сехет выртать. Механизмĕ веç тутăхса пĕтнĕ. Ăна киле илсе килтĕм те юсарăм, çĕнĕ корпус туса вырнаçтарса лартрăм. Паян кун та шаккать. Тепри эрне ĕçлекен пăсăлнă будильникчĕ. Ăна та юсаса ĕçлекен турăм.
- Эсир ку ĕçе ниçта та вĕренмен пулĕ;
- Ниçта та, ниме те вĕренмен. Ку, мĕнле калас, Турă панă пархатар.
Петр Семеновичăн тепĕр интересĕ вăл - хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕрен техника ăсталасси. Пахчара ĕçлеме те, вăрмана кайса килме те пĕчĕк трактор кирлех вĕт-ха. Шутланă - тунă. 1990 çулччен килте 8 лаша вăйлинчен пысăкрах техника тытма юраман, çавăнпа вăл икĕ цилиндрлă, бензинпа ĕçлекен трактор тунă та хунă. Каярахпа, саккунсем улшăнсан, 21 лаша вăйлă трактор ăсталать. Çулталăк хушши тăрмăшать вăл унпа. 22 çул пĕр "такăнмасăр" чупать Петр Семеновичăн "хурçă учĕ". Вăрман та турттарать вăл унпа, ял-йыша та çулла утă, вутă, хăйăр, кăмака тума тăм турттарса парать, пахчари ĕçсене те тума пулăшать. Трактор валли кăкарса ĕçлеттермелли механизмсене те хăй аллипех ăсталанă Петр Семенович. Темĕн те пур унăн: культиватор, плуг, сÿре, çĕр улми лартмалли-кăлармалли инвентарь, прицеп-самосвал тата ытти те.
Техникăпа интересленнисĕр пуçне Çĕнĕ Юнтапари Кулибин пахчара та Мичурин пекех тăрмашать: хăяр-помидор, ыхра-сухан, кишĕр-кăшман, укроп-петрушка, ытти тĕрлĕрен çимĕç, техĕмлĕ курăк ÿстерет. "Юлашки икĕ-виçĕ çул помидор калчин тунисем аялтан çинçелсе юлаççĕ те, тÿне-тÿне каяççĕ. Тăпрана вĕри шыв та, марганцовка шывĕ те сапса пăхрăм - пулăшмарĕ. Халĕ помидор калчине пасарта туянатăп", - тет Петр Семенов.
Кÿршĕсене çĕнĕ йышши çимĕç йывăççисене сыпса парать. Чылай çынна "войлочная" текен чие йывăççине вăрăран ÿстерсе панă.
Чечек ÿстерме те юратать Çĕнĕ Юнтапари ăстаçă. "Çулла манăн тротуар икĕ айккипе чечек, "беседкăна" кайма та тротуар сарнă, унăн икĕ айккипе те чечек, - тет Петр Семенов. - Арăм ятлакаласа та илетчĕ мана: "Сан чечекÿсем хырăма тăрантаççĕ-им!", - тетчĕ. Мĕн тăвăн, юратмастчĕ вăл чечекпе аппаланма. Пахчара та вăл ыхра-суханпа кăна ĕçлетчĕ. Ытти çимĕçсене веçех хам пăхса ÿстернĕ".
Калама манса кайнă: Петр Семеновичăн мăшăрĕ Люба икĕ çул ытла йывăр чирлесе выртнă хыççăн çулталăк каялла çĕре кĕнĕ. Халĕ пĕчченех пурăнать. "Каçпа вăрмантан ĕçлесе килетĕп те, мана никам та кĕтсе илекен çук, - пăшăрханать Петр Семенов. - Кĕпе-йĕмне те хамăн çумалла, апатне те пĕçермелле, мунчине те хутмалла. Пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕр ирттерме хĕрарăм кирлех ĕнтĕ".
Пултаруллă та ĕçчен арçыннăн çемье пурнăçĕ малашне майлашăнса каясса шанас килет. Çавăн пек пултăрччĕ.
В.ЛАПИН.