АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейри тĕлпулу

15 февраля 2013 г.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕпе килĕшÿллĕн Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн Çарпа Мухтав музейĕнче воин-интернационалистсемпе "Каллех вилĕмсĕрлехе..." девизпа тĕлпулу ирттерчĕç.

– Афган вăрçинче Канаш хулипе районĕн 18 çамрăкĕ куçĕсене яланлăхах хупнă. Вĕсенчен пĕри – пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Владимир Зиновьев. Унăн ячĕ Канашри Афганецсен скверĕнчи монумент çине çырнă списокра пур. Афганистанри событисене Янкăлч тăрăхĕн 13 каччи, Чечня вăрçине 12-ĕн хутшăннă. Çурçĕр Кавказри çапăçусенче пулнă воспитанниксене асăнса стенд тунă, – терĕ музей директорĕ Калиса Иванова тĕлпулăва уçса.

Аслă классенче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем патĕнче хăнара пĕрремĕш класлă летчик, Çурçĕр Кавказ регионĕнче службăра тăракан, Мускаври чăваш офицерĕсен юлташлăхĕн членĕ Александр Гаврилов подполковник, Афганистанри çапăçусене хутшăннă, Хĕрлĕ çăлтăр орденĕн кавалерĕ, полици подполковникĕ Николай Арсентьев, çар службине Афганистанра наводчик пулса ирттернĕ Владимир Кудрявцев, полици подполковникĕ, чылай çул следстви пайне ертсе пынă Валерий Петров пулчĕç. Вĕсен аса илĕвĕсене пурте тимлĕн итлерĕç, ыйтусем пачĕç.

К.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика