15 февраля 2013 г.
"Хыпар" издательство çурчĕ" кăларса тăракан "Çамрăксен хаçатне" яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна мар, вăтам тата ватă енне сулăннисем те юратса вулаççĕ. Унăн редакторĕ Д.Моисеев хăй те интереслĕ материалсем çырса вулакансем патне çитерет. Дмитрий Андреевич тĕрлĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартса Тăван çĕршывăн пысăк наградисене тивĕç пулнă ентешсем çинчен çырать. Нумаях пулмасть вăл Ачча ялĕни библиотекăра Совет Союзĕн Геройĕн А.П.Петров генерал-майорăн тăванĕсемпе тĕл пулнă.
Калем ăсти паттăр ентешĕн пĕр тăванĕн хĕрĕн М.Я.Иванован, кинĕпе И.Ф.Миронован, ялти хисеплĕ çынсемпе В.Д.Мясниковăн, Н.И.Яковлевăпа, А.А.Моноконован, Николай Васильевичпа Александра Константиновна Желудкинсен, вăрçă ветеранĕн Е.Е.Егоровăн аса илĕвĕсене çырса илнĕ.
Д.Моисеев Тăван çĕршывăн кăнтăр чиккинче пуçне хунă Р.Н.Желудкин подполковник çинчен те çырма та шантарнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.