13 февраля 2013 г.
Ветерансем пухăнса калаçрĕç
Районти ветерансен Канашĕн пленумне килекенсене ветерансен хорĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Пултарулăх коллективне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Стеклов ертсе пырать. Хорта – Асхва, Вăтакас тата Ăвăспÿрт Кипеч, Уçырма, Вăрман Енĕш тата ытти ялсен çыннисем.
Ветерансен Канашĕн председателĕ М.Данилова "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине кĕтсе илес енĕпе ветерансен организацийĕсен ĕçĕсене активлăрах вăйлатасси" темăпа доклад туса пачĕ. Доклада сÿтсе явнă çĕре Кăшнаруй, Пайкилт тата Чакаç ял тăрăхĕсенчи ветерансен канашĕсен председателĕсем А.Иванова, П.Николаев тата Г.Николаев, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Р.Федорова, хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пай пуçлăхĕ С.Барамышникова хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та сăмах каларĕ, ветерансем хăйсен опычĕпе, ĕçĕпе çамрăксене, района ертсе пырассинче пысăк пулăшу кÿнине палăртса хăварчĕ.
Çирĕплетнĕ план тăрăх пĕччен пурăнакан граждансен çурчĕсене юсамалла, инвалидсемпе вăрçă ветеранĕсене эмелпе тивĕçтермелле, 10 ялта обелиск вырнаçтармалла, вĕренÿ учрежденийĕсенчи Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕсен конкурсне ирттермелле, тĕрлĕ акцие хутшăнмалла.
Юбилей ячĕпе ăшă сăмахсем янăрарĕç
Ухман вăтам шкулĕ 130 çул тултарчĕ. Кунта ĕçлекен учительсемпе, вĕренекенсемпе, кунтан вĕренсе тухнисемпе, ял çыннисемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ К.Никоноров, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ М.Мартынов, район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ В.Алексеев савăнчĕç. Чи лайăх педагогсене тата вĕренекенсене наградăсем, парнесем парса хавхалантарчĕç.
Шкул юбилейĕ тĕлне ачасем ăсталанă ал ĕçĕсен тата ÿкерчĕкĕсен, çак шкулта пĕлÿ илнĕ, чăвашсен паллă художникĕсен ретне тăнă И.Александров картинисен куравĕсене йĕркеленĕ. Тавра пĕлÿ класĕнче кÿршĕ ялта, Чăрăшкассинче, пурăнакан Л.Федорова тĕрлесе тунă изделисемпе пурте интересленсе паллашрĕç. Вăл сакăр вунна çывхарать, пир тĕртме ача чухнех вĕреннĕ. Тăваттăмĕш класран пуçласа хăйне тата пилĕк йăмăкне пир кĕпесем çĕлесе тăхăнтартнă.
Уявра нумайччен илемлĕ юрă-кĕвĕ, ăшă саламсем янăрарĕç.
Мускавран саламлă çыру килнĕ
Канашра пурăнакан А.Сидорова "Мускав, Кремль" тесе çырнă тăпăлкка конверт илнĕ. Тыл ĕçченне Анастасия Михайловнăна 95 çул тултарнă ятпа çырнă саламлă открытка çине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин алă пуснă.
Юбиляр Çÿлти Вăрманялта çуралса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, вăрман хатĕрленĕ çĕрте вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Канашри педагогика училищинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Анастасия Михайловна мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Хисеплĕ ватăн пилĕк мăнук тата тăватă кĕçĕн мăнук. Вĕсем асламăшĕпе кукамăшне çав тери юратаççĕ, ун патне килсех тăраççĕ. Хула администрацийĕн хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тĕп эксперт специалисчĕ саламларĕ, чечек çыххи тата парне пачĕ.
Каçхине – конькипе ярăнма
Хулари "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕнче виççĕмĕш каток уçăлчĕ. Каç енне тата канмалли кунсенче вăл çынсемпе тулать. Вĕсем хушшинче ваттисем те пур. Çемйипех, класĕпех, юлташĕсемпе пухăнса килекенсем те пур.
А.ВИТАЛЬЕВ.