13 февраля 2013 г.
Кĕвĕçÿ туйăмĕ кирек камăн ăс-тăнне те арпаштарма пултарать. Районти пĕр ялта çакăн пек тĕслĕх пулса иртнĕ. Упăшкипе арăмĕ пĕрлешнĕренпе чылай çул иртнĕ ĕнтĕ, вĕсен ачисем те ÿссе çитĕннĕ, мăнукĕсем те пур. Инкек тени вара кĕтмен çĕртен сиксе тухнă.
Верăпа Иван (ячĕсене улăштарнă) килĕштерсе пурăннă, анчах та çемьери лару-тăру хуларан яла Галя (ячĕ хăйĕн мар) куçса килсен çивĕчленнĕ. Иван пĕччен хĕрарăм патне час-часах пулăшма çÿренĕ, кил-хуçалăхра арçын алли кирлех вĕт. Ялта вĕсем пирки часах сас-хура сарăлнă, çак ырă мар хыпар Вера патне те çитнĕ. Çак çемьере чашăк-тирĕк тăтăшах шăкăртатма тытăннă.
Вера чылай вăхăт тÿснĕ, анчах та кĕвĕçÿ туйăмне епле пусарăн- ха; Çавăнпа та вăл Гальăна тавăрма шутланă. Упăшки ют хĕрарăм патне тухса кайсан Вера, "çуттине" сыпнă хыççăн, "айăпа" кĕнĕскерĕн хуралтисене вут тивертме шухăш тытнă. Çак хăрушă ĕçе тума вăл тĕплĕн хатĕрленнĕ, хăйпе пĕрле резина татăкĕ илнĕ. Пахча енчен мунча патне çитнĕ, чавсипе мунча кантăкне çапса çĕмĕрнĕ те чÿрече янаххи çине тивертнĕ резина татăкне хунă. Хăй преступлени тунă вырăнтан тарнă.
Пÿртрен сиксе тухнă Иванпа Галя вут-кăвара вăхăтра сÿнтерме ĕл-кĕрнĕ. Енчен те çийĕнчех асăрхаман пулнă пулсан мунчапа пĕр тăрă айĕнчи хуралтăсем: çуллахи çурт, вутă хумалли вырăн тата кĕлет самантрах çунса кĕлленнĕ пулĕччĕç.
Çакна калас килет, кĕвĕçÿ туйăмĕ ырри патне илсе пымасть. Пĕччен хĕрарăмсен те мăшăрлă арçынсене хăйсен енне çавăриччен лайăх шутласа пăхмалла.
С.ШАМБУЛИНА, следователь.