13 февраля 2013 г.
Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен районта "Условник" профилактика операцийĕ иртнĕ. Операцие тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме УИИ представителĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ, оперативлă штаб туса хунă, ĕç планне çирĕплетнĕ.
Районта çула çитмен 50 çамрăка профилактика учетне тăратнă, вĕсенчен виççĕшне условнă йĕркепе айăпланă, пĕрне ирĕксĕрлесе ĕçе явăçтарнă, тепĕр виççĕшне ытти йĕркепе явап тыттарнă. Профилактика операцийĕ иртнĕ вăхăтра учетра тăракан çамрăксене килĕсене пырса тĕрĕсленĕ. Йĕрке хуралĕн представителĕсемпе çамрăксем йышлăн пуçтарăнакан вырăнсенче рейдсем йĕркеленĕ. "Условник" операцие район администрацийĕнче тĕллевлĕ ларура сÿтсе явнă.
Л.АНТОНОВА,
çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспектор.