13 февраля 2013 г.
Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк программипе килĕшÿллĕн районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи ачасен "Çеçпĕлсем" театр коллективĕ Н.Антонова режиссер ертсе пынипе В.Пугачева çырнă "Алă çинчи шапа" пьеса тăрăх спектакль хатĕрленĕ. Выляканĕсем 10 çулта кăна пулин те сцена çинче хăйсене артистсем пек тытма тăрăшрĕç. Вĕсен пултарулăхне Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче пуçламăш классенче ăс пухакансем хак пачĕç. Вĕсем хыттăн алă çупса тав туни пĕчĕк артистсемшĕн пысăк парне пулчĕ.
Спектакль шыври никама та сиен кÿмен чĕр чунсем, вĕсене хÿтĕлемелли çинчен каласа парать. Шапасем çĕр каçа пиншер вăрăм тунапа ÿпрене çиеççĕ. Вăт мĕнлерех пулăшаççĕ вĕсем этеме.
"Тĕрĕссипе каласан, эпир чĕр чунсем çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр иккен. Пĕлмелле паллах", – тет спектакльти пĕр герой. Чăнах та пĕлме тăрăшмалла, юратмалла, упрамалла.
А.ВИТАЛЬЕВ.