13 февраля 2013 г.
Вырсарни кун, нарăсăн 10-мĕшĕнче, ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь çывăхĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013" ăмăрту иртрĕ. Çак сумлă мероприятие пине яхăн çын хутшăнчĕ. Вĕсене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕç, ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕç.
2006 çултанпа Раççей йĕлтĕр йĕрĕ çине Аччари 79 çулти Ю.Николаев, Карăклă ялĕн çыравçи Шевкен Гришши хутшăнаççĕ. Григорий Гурьевич эрнере икĕ хутчен хулари бассейна килсе шывра ишсе хал-çурăмне çемçетет. Кăшнаруй çынни П.Константинов та спортпа туслă, хĕлле йĕлтĕр сырса тăтăшах уя тухать.
Спорт уявĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсене наградăланипе вĕçленчĕ.
А.ТЯМИНА.