АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф тÿлеттернĕ

08 февраля 2013 г.

Мĕн аташтарнă-ши Ямаш ялĕнче пурăнакан 73 çула çитнĕ арçынна; Аслă пĕлÿллĕ хăй. Тен, кун-çулне пĕччен ирттерме тивнĕрен чунĕ тăвăнса çитнипе хĕç-пăшалпа туслашнă. Сунарçă чунĕ пулман-ши тата; Паллах, ăна-кăна пурне те пĕлме йывăр. Çапах та К. 1992 çултан пуçласа 2012 çулхи август уйăхĕччен хăйĕн килĕнче 1943 çулта хамăр çĕршывра туса кăларнă 7.62 мм калибрлă, 1974 çулта туса кăларнă 5.45 мм калибрлă автомат патронĕсем питĕ нумай упранă. Çак япаласем вара çар хатĕрĕсем шутланаççĕ. Полици сотрудникĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн тунă пĕтĕмлетÿ К. хĕç-пăшал пайĕсене саккуна пăсса хăй килĕнче тытнине çирĕплетсе панă.

Суд арçын хăйĕн айăпне йышăннине, ÿсĕмне тата сывлăхне (3-мĕш ушкăн инваличĕ) шута илсе йĕркене пăсакана РФ Уголовлă кодексĕн 64-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăну кăларнă.

П.МЕСЯЦЕВ,

районти полицин дознавателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика