08 февраля 2013 г.
Вырсарни кун ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь стадионĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне шкул ачисен спартакиадин шучĕпе ирттерчĕç. Районти 22 шкултан 350 вĕренекен хутшăнчĕ. Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче Даша Кирилловăпа Леня Евлампьев (Хучел шкулĕ), Маша Федорова (Сухайкасси), Кирилл Александровпа Петя Ефимов (Карăклă) тата Юля Васильева (Вырăскас Пикших) çĕнтерчĕç. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине Лена Ивановăпа Женя Грачев (Карăклă), Кристина Иванова (Хучел), Юра Петровпа Ваня Иванов (Вăтапуç) тата Валя Семенова (Сухайкасси) улăхрĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Таня Коршуновăпа Юля Азолина (Хучел), Саша Иванов (Уçырма), Денис Семеновпа Ирина Николаева (Вырăскас Пикших) тата Никита Сергеев (Карăклă). Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе дипломсем, парнесем панă.
Вăтам пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче малти виçĕ вырăна Карăклă, Вырăскас Пикших тата Вăтапуç шкулĕсем йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисенчен çÿлти виçĕ вырăна хучелсем, аслăмамисем тата вăрăмпуçсем çырăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсене кубоксем тата район администрацийĕн Хисеп хучĕсене пачĕç.
В.ФЕДОРОВ,
районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.