08 февраля 2013 г.
"Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин Канаш хулинчи уйрăмĕн Муромри çул çÿревĕ икĕ куна пычĕ. Делегаци йышĕнче – хула пуçлăхĕн-хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Т.Любова, Л.Михуткина депутат, хула администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн пуçлăхĕ Н.Золотова, информатизаци пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Л.Шурекова, Канаш хулипе районĕн халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ М.Данилова, Ростелекомăн Канашри уйрăмĕн инженерĕ Н.Павловская, Канаш поэтесси В.Введенская. Инçе çула вĕсене хула чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей хĕрес хывса ăсатса янă.
Муром Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявламалли центр пулса тăни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Кунта çемьене упракан Петрпа Феврония çветтуйсем çуралнă. Вырăссен çак авалхи хулине иртнĕ çул кайсан Çемье уявне ирттернĕ çĕре хутшăннă чухне канашсен делегацийĕн пĕр мăшăр княçсен, Петрпа Феврония Муромскисен, ячĕпе часавай тăвас шухăш амаланнă. Пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕ-сене туса пыракан Л.Иванова вырăнти духовенство пулăшнипе ырă ĕçе пуçăннă. Чи малтанах часавая ăçта лартмаллине палăртнă: вăл культура тата кану паркĕ çывăхĕнче пулĕ. Граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай вырнаçнă çуртра тин кăна çырăннă мăшăрсене часавая çитме инçе мар. Кунта вĕсем венчете тăма, кĕл тума, çветтуйсенчен хăйсене сыхлама, пулăшу ыйтма, çурта лартма пултарĕç. Çак объекта тума укçа-тенкĕ пухма счет уçнă. Пуçласа куçараканĕ – Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕ Ю.Андреев. Воин-афганецсене асăнмалли кун Петрпа Феврония çветтуйсен ячĕпе тума палăртнă никĕсĕн пĕр-ремĕш кирпĕчне хыврĕç.
Чăваш Енрен килнĕ хăнасене Муром округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ И.Федурин йышăннă. Канашсем чăваш халăхĕ ячĕпе çавра çăкăр панă, асăнмалăх алăпа ăсталанă япаласем парнеленĕ. Çакăн хыççăн "Пĕрлĕхлĕ пуçарусен пулăшăвĕн центрĕ" муниципаллă культура учрежденийĕн директорĕ И.Куликова ертсе пынипе Муром хулин уйрăмах паллă вырăнĕсем тăрăх экскурси йĕркеленĕ. Курав 2012 çулта Петрпа Феврония çветтуйсене асăнса лартнă палăкран пуçланнă. Пирĕн ентешсем Константин княç керменĕн картишĕнче вырнаçнă арçынсен мăнастирĕнче пулнă. Хĕрарăмсен Свято-Троицки мăнастирĕнче Петр княçпа Феврония княгиньăн кĕлеткисене (вырăсла "мощи") пуç тайнă, Муром тăрăхĕн чи авалхи сооруженийĕсенчен пĕринче,Спасо-Преображенски мăнастирте, кĕлĕ тунă çĕре хутшăннă. Çак храм Ока шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Соборсен куполĕсем юхан шыв енчен хулана килекен хăнасене аякранах курăнаççĕ. Храмра Турра пуç çапмалли центр, çăкăр пекарни, "Живоносный источник" часавайра Иордан юхан шывĕ хĕрринчен илсе килнĕ чула вырнаçтарнă шыва кĕмелли хÿшĕ (купальня) пур. Муромри историпе художество музейĕнче те чăвашран пынă хăнасем нумай интересли курнă. Уйрăмах вĕсене вырăссен паллă археологсен – А.Уваров графăн тата унăн арăмĕн П.Уварован, аваллăхсене пухма юратакан И.Куликовăн, Н.Добрынкинăн, А.Жадинăн коллекцийĕсем кăмăла кайнă. Музей фондĕнче – 90 пине яхăн тĕрлĕ экспонат.
Çул çÿревĕн иккĕмĕш кунĕнче канашсем Муромри обществăлла организацисен представителĕсемпе тĕл пулнă. Унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, икĕ енчен те ырă сĕнÿсем пулнă. Муром округĕн Культура управленийĕн пуçлăхĕпе Л.Алексутинăпа Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне йĕркелессинчи уйрăм самантсене сÿтсе явнă. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ И.Раевская та нумай çĕннине пĕлтернĕ. Ачасен живопиçĕн академикĕ И.С.Куликов ячĕллĕ ÿнер шкулĕн тата Халăх пултарулăхĕн çурчĕн ĕç-хĕлĕпе интересленсе паллашнă. Петрпа Феврония çветтуйсен стилизациленĕ тумĕсене тăхăнса пăхнă, хăйсене былинăсен геройĕсем пек туйнă.
Халĕ Канаш хулинчи хĕрарăмсен канашĕ Çе-мье, юрату тата шанчăклăх кунне Муромри пекех анлă та интереслĕ ирттерес енĕпе мероприятисен планне хатĕрлет. Вĕсене, паллах, хула администрацийĕ те пулăшĕ. Уяв утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулĕ.
В. АЧЧА.