08 февраля 2013 г.
Ухман ялĕнче пурăнакансенчен чи ватти – А.Никитина. Вăл 1918 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мăшăрне çапăçу хирне ăсатнă. Ăна кĕтсе илеймен, пĕр ачапа тăрса юлнă. Тăватă çул çамрăк хĕрарăм ырми-канми ĕçĕпе Çĕнтерĕве вăйĕ çитнĕ таран çывхартма тăрăшнă. Ял çыннисемпе пĕрле вăрман каснă, окоп чавнă, колхоз ĕçĕнче тар юхтарнă. Анна Никитичнăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", юбилей медалĕсемпе чысланă.
Анна Никитична 6 ачаллă Илья Федоровичпа çемье çавăрсан тата виçĕ ача çуратнă. Вунă ачана ура çине тăратнă. Мĕн пенсие тухичченех иккĕшĕ те колхозра вăй хунă.
Анна Никитична кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ăна 95 çул тултарнă ятпа ăшă сăмахсем калама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламĕпе килнĕ. Канаш хулипе районĕнче пурăнакансене социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров парнесем панă, ялти артистсем юбиляр ячĕпе юрăсем шăрантарнă. Анна Никитична хăй те юрланă, ăна баян каласа ывăлĕ пулăшнă.
А. ТЯМИНА.