06 февраля 2013 г.
Эрне кун, нарăсăн 1-мĕшĕнче, Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕ çумĕнчи хоккей курупкинче чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Канаш районĕн "Гранит" команди, ăна асăннă шкулта вĕренекенсенчен йĕркеленĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XV спартакиадин шучĕпе "Ылтăн шайба" клубăн парнисемшĕн 1998-1999 çулсенче çуралнă ачасен ушкăнĕнче 5-мĕш тура хутшăнчĕ. Тĕл пулăва кипечсен Элĕк районĕнчи тантăшĕсем килчĕç. Пăр çинчи кĕрешĕве курма республикăн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ачасене хушма пĕлÿ паракан "Юнитэкс" центрĕн директорĕ Игорь Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев тата ыттисем килчĕç.
Икĕ Дмитрий, Михайловпа Афанасьев, судьясем шайбăна пăр çине ывăтсан хĕрÿ кĕрешÿ пуçланчĕ. Хура çаврашка пĕр хапхаран теприн патнелле вирхĕнчĕ. Пĕрремĕш тапхăрăн пиллĕкмĕш минутĕнче гол! тесе хыттăн кăшкăрни янăраса кайрĕ. Унăн авторĕ – команда капитанĕ, чи лайăх тапăнса вылякан Владик Афанасьев. Вăл тата виçĕ шайба çапса кĕртрĕ. Женя Евгеньев та ăсталăхĕпе палăрчĕ, вăл голсен шутне пиллĕке çитерчĕ. "Гранитăн" хапхинче шайба икĕ хутчен кăна пулчĕ.
Паянхи тĕл пулу – Кипеч тăрăхĕн çамрăк хоккеисчĕсен тăваттăмĕш çĕнтерĕвĕ. Шупашкарти "Тус" командăна 5:2, патăрьелсене 5:3, муркашсене 5:3 шутпа парăнтарнă, Çĕмĕрле районĕн командипе ирттернĕ вăйă никам та çĕнтерейменнипе, пĕр-пĕрин хапхине 3-шер гол кĕртнипе, вĕçленнĕ.
"Юнитэкс" центр директорĕ Игорь Волков каланă тăрăх, республикăри "Ылтăн шайба" клубăн ăмăртăвне 26 районтан 20-шĕ хутшăннă. Финалти вăйăсем Вăтакас Кипеч шкулĕн "Гранит" командин чаплă çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕç. Мухтав сăмахĕсене чăннипех тивĕç çамрăк спортсменсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов "Гранит" команда членĕсене Артем Евгеньева, Владик Афанасьева, Женя Евгеньева, Миша Дмитриева, Рома Михайлова, Коля Афанасьева, Миша Андреева, Егор Романова, Леша Юдина, Филипп Филиппова, Саша Нилова тата Артур Григорьева алă тытса, медаль çакса, диплом парса саламларĕ, вăйăра хастар пулнăшăн тав турĕ. Игорь Волков командăн тренерне Сергей Яковлева, ăна пулăшса тăракан Олег Афанасьева та медальпе Хисеп хучĕ парса хавхалантарчĕ, шкул директорне Михаил Федорова ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн, команда спонсорне Сергей Иванова спорт форми туянма пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕ. Çавăн пекех Игорь Дмитриевич Артем Афанасьев турнирăн чи лайăх хапхаçи, Владик Афанасьев чи лайăх тапăнса выляканĕ пулнине пĕлтерчĕ, хăйĕн сăмахне награда парса çирĕплетрĕ.
Нарăсăн 9-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи район пĕлтерĕшлĕ Перевоз хулинче Раççей шайĕнче ялти хоккей командисен ăмăртăвĕнче Чăваш Ен чысне пирĕн районăн "Гранит" команди хÿтĕлĕ. Ăнăçу сунатпăр çамрăк ентешĕмĕрсене.
В.АЧЧА.