06 февраля 2013 г.
Е.Гавриловăпа И.Иванова – Канашри педагогика колледжĕн студенчĕсем. Катя шкул уйрăмĕнче 1-мĕш курсра, Ирина "Дизайн" уйрăмра иккĕмĕш çул вĕренеççĕ. Пĕри Тăвай районĕнчи Чутей, тепри Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕсен шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Канашра вĕсем туслашнă.
Катя пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Хăйĕн пĕрремĕш учительне Валентина Романовна Андреевăна, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Сергеевна Куракинăна, педагог профессине суйласа илме пулăшнăшăн, ăс панăшăн курмассерен тав сăмахĕ калать, вĕсен сывлăхĕпе интересленет.
Чутей хĕрĕ колледжра та ашшĕ-амăшне лайăх вĕренсе савăнтарать. Уроксенче активлă, пушă вăхăчĕпе пĕлсе усă курать, тĕрлĕ журнал, вĕренÿ пособийĕ вуласа пĕлĕвне, тавра курăмне ÿстерме тăрăшать. Пĕрле вĕренекенсен хушшинче пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе, яваплăхĕпе палăрать. Ăна 301-мĕш группăн студентсен хăй тытăмлăхĕн культурăпа ÿнер комитетне ертсе пыма шаннă. Куратора пур енĕпе те пулăшса пырать.
Е.Гаврилова колледжри, республикăри, Раççейри студентсен наукăпа практика конференцийĕсене, ют чĕлхе, математика, информатика олимпиадисене активлă хутшăнать. Пĕлтĕр "Cognitus" вырăс чĕлхипе литературин дистанци олимпиадине хутшăннă студентсемпе шкулсенче вĕренекенсем хушшинче лауреат пулса тăчĕ. Катя колледжра Чăваш чĕлхин кунне ирттермелли программăра палăртнă "Чăваш пики" конкурсра "Çепĕç пике" ята çĕнсе илчĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ăна колледжри студентсен хăйтытăмлăх штабĕн членне суйларĕç. Вĕренÿ тулашĕнчи ĕçсене хастар хутшăннăшăн Е.Гавриловăна вĕренÿ учрежденийĕн администрацийĕ темиçе хутчен тав тунă.
И.Иванова – ĕçчен те пултаруллă студентка. Вĕренÿ предмечĕсене тарăнрах пĕлес тесе пушă вăхăчĕн пысăк пайне вулавăшра ирттерет. Çакă ăна Раççейре, республикăра, колледжсем хушшинче иртекен конкурссенче, фестивальсенче тата олимпиадăсенче çитĕнÿсем тума пулăшать. Пĕчĕклех Ирина ÿкерме юратнă. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Татьяна Ивановна тĕпренчĕкне Йĕпреçри ÿнер шкулĕн Пучинкери филиалне илсе пынă. Пултаруллă хĕр пĕрчине çийĕнчех вĕренме илнисен списокне çырса хунă. Тăхăр класс хыççăн вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса педколледжăн "Дизайн" уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă.
Иринăн чи пысăк çитĕнĕвĕ – Пĕтĕм тĕнчери "Ачалăхăн асамлă юмах тĕнчи" конкурсăн "Тĕнчери халăхсен юмахĕсем" номинацийĕнче пĕрремĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илни. Пĕтĕм Раççейри "Физкульт-салам" конкурсăн "Манăн спорт кумирĕ" номинацире вăл ÿкернĕ ĕç пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак çитĕнÿшĕн ăна 10 пин тенкĕ грант панă.
Пучинке пики колледжра йĕркеленĕ ÿкерчĕксен куравĕсене хăйĕн ĕçĕсене кашнинчех тăратать. Тăрăшулăхĕпе хастарлăхне дипломсемпе палăртнă, тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă. И.Иванова вĕренÿ ушкăнĕпе колледжăн обществăлла пурнăçĕнче те маттур. Юрлама, ташлама ухута. Колледжăн "Чăваш пики" конкурсĕн çĕнтерÿçи. Унăн сăнне вĕренÿ учрежденийĕн Хисеп хăми çинче курма пулать.
Катя Гавриловăпа Ирина Иванова вĕренÿри тата ăслăлăхри курăмлă çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçлĕ пулчĕç. Çак пысăк çитĕнÿ вĕсен туслăхне тата та çывăхлатрĕ, çирĕпрех турĕ.
В.АЧЧА.