АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асаппа ырату паллиллĕ хула

06 февраля 2013 г.

Совет Союзĕн Геройĕ А.П. Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕнче нимĕç фашисчĕсене Сталинград патĕнче çапса аркатнăранпа 70 çул тултарнине халалласа "Вилĕме парăнмасăр" ятпа паттăрлăх урокĕ ирттерчĕç. Ăна Л.Пантелеймонова библиотекарь тата шкулта историне вĕрентекен Э.Кротова хатĕрленĕ. "Сталинградшăн пынă çапăçусем: 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕ-1943 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ" электронлă презентацие кăтартма тытăнсан тата самолетсем çинчен бомбăсем пăрахнине, вĕсем хăрушшăн çурăлнине çырса илнĕ фонограммăна ярсан ачасен куçĕсем хăранипе чарăлчĕç, чĕрисем кĕç-вĕç сиксе тухасла тапăлтатрĕç. Людмила Васильевна 200 талăка пынă хаяр çапăçусем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, вырăс, нимĕç, Сталинград ачисен çырăвĕсене вуларĕ. Э.Кротова М.С.Шумиловпа В.И.Чуйков ертсе пынă 64-мĕш тата 62-мĕш армисен паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Шкул ачисемпе вĕрентекенсем патне хăнана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем К.Ивановпа П.Егоров тата Клементий Ивановичăн мăшăрĕ, ĕç ветеранĕ Татьяна Егоровна, ял çыннисем килнĕ.

Кушăкра пурăнакан К.Иванов Сталинграда хÿтĕлекенсен ретĕнче пулнă. Салтак тумне вăл вун саккăрта тăхăннă.

– 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче пире Сталинграда илсе килчĕç. Пĕр тĕрĕс-тĕкел çурт та çукччĕ, пур çĕрте те ишĕлчĕк. Пуçа окопран кăларма хăраттăмăрччĕ. Нимĕçсен снайперĕсем хытă ĕçлетчĕç, миçе салтак пĕтмерĕ пуль вĕсен аллинчен. Пульăсем пĕр вĕçĕм вĕçетчĕç. Кирек хăш самантра та ăнсăртран пуля лекме пултаратчĕ. Атакăна çĕкленме приказ памастчĕç, оборонăра тăраттăмăрччĕ, фашистсене "ункăран" тухмалли çула вут-çулăмпа пÿлеттĕмĕр. Ларатпăр çапла сивĕ блиндажра Баранов юлташăмпа. Чăтма çук çиес килет. Тусăм пуçне кăшт кăна çĕклерĕ çеç, çавăнтах йăванса кайрĕ, куçĕсене яланлăхах хупрĕ. Темиçе метрта çамрăк лейтенант вилли выртатчĕ. Паллах, унăн сумкинче мĕн те пулин çимелли пурахчĕ. Анчах малтан тĕрĕслесе пăхмалла – винтовка кĕпçи çине каска тăхăнтартрăм та çÿлелле çĕклерĕм çеç, пуля пырса чанклатрĕ те. Çĕрлеччен выçă лартăм, тĕттĕмпе усă курса штаба çитрĕм, – аса илчĕ ватă салтак.

Малалла вăл çапăçура çухатнă тусĕсем, хăй мĕнле аманни, госпитальте сывални çинчен каласа пачĕ.

– Паульс фельдмаршала хăйне курма тÿр килмерĕ. Тыткăна лекнĕ нимĕçсем çав тери нумайччĕ. Пуçĕсене хунă хамăр салтаксене чыслăн пытартăмăр, – терĕ Клементий Иванович калаçăвне вĕçлесе.

К.Иванов Украинăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, икĕ хутчен аманнă, контузи илнĕ, нумай вăхăт тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ. Тăван яла 1945 çулхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче таврăннă. Кладовщикра, аслă конюхра, бухгалтерта, тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, "Паттăрлăхшăн", "Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", юбилей медалĕсемпе, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

К.Иванов мăшăрĕпе, Татьяна Егоровнăпа, 66 çул пурăнать. Вĕсем 10 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсенчен çиччĕшĕ пурăнать. Ивановсен 14 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук. Хисеплĕ ватăсем ĕне, чăх-чĕп тытаççĕ.

Шкула килнĕ ветерансене "Шевле" фольклор çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунса илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

Виçĕм кун Клементий Ивановича саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, Канаш хулипе тата районĕн çыннисене социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов килчĕç. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В. Игнатьевăн тата Волгоград облаçĕн администрацийĕн тав çырăвĕсене пачĕç.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика