АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Снегоход" операци иртет

30 января 2013 г.

Çулсеренех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче (кăçал кăрлачăн 25-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 25-мĕшĕччен) республикăра "Снегоход" профилактика операцийĕ иртет. Унăн тĕллевĕ – çулпа çÿремен мотохатĕрсене (снегоходсене) эксплуатациленĕ чухне вĕсен юсавлăхне, куçăм хăрушсăрлăхне, ĕç тата тавралăх хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, çавăн пекех – регистраци йĕркине тата унпа усă курассине контрольлесси. Операци вăхăтĕнче хулапа районта снегоходсем миçе пулнине те шута илмелле.

Хальхи вăхăтра хулапа районта 8 снегохода тата пĕр квадрацикла шута илнĕ. Вĕсен хуçисен çакна пĕлмелле – снегоход та автомашина тата трактор пекех техника шутланать. Çавăнпа та çула тухас пулсан асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн пысăк инкек те сиксе тухма пултарать. Снегоход рулĕ умне ларма "А 1" категори палăртнă машинист-тракторист прави кирлĕ.

Ятарласа çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн çак мотохатĕре патшалăх техсăнавĕн органĕсенче палăртмалла. Канаш хулипе районĕнче пурăнакансем çакна районти инспекцинче туса ирттерме пултараççĕ. Çавăн пекех снегоходсене çулсеренех техтĕрĕслев витĕр кăлармалла.

А.ПЕТРОВ,

районти патшалăх техсăнавĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика