30 января 2013 г.
Ленинграда хÿтĕленĕ совет салтакĕсем хушшинче Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Е.В.Роштов та пур. Нева çинчи хулана блокадăран кăларнăранпа 69 çул çитнĕ ятпа чĕререн тухакан сăмахсем калама Егор Васильевич патне район админимтрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата Канаш хулипе районĕнче пурăнакансене социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова пычĕç. Хăнасем ăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç, Аслă Çĕнтерĕве тÿпе хывнăшăн тав турĕç.
Е.Роштов 1923 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă. Вун саккăр тултарсан Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Ăна управлени взводне шанса панă. Çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă. Шупашкарти госпитальте сывалнă.1958 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Тăвай район ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ. Çирĕм çул партин Канаш райкĕмĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă.
Хисеплĕ ватă мăнукĕн çемйипе пурăнать. Кăçал вăл 90 çул тултарать.
А.ТЯМИНА.