30 января 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен 15-мĕш спартакиадин шучĕпе "Ылтăн шайба" клубăн парнисемшĕн кĕрешмелли турнирĕнче çамрăк хоккеистсен командисене çулĕсене кура тăватă ушкăна пайланă. Пур ушкăнта та пирĕн район чысне Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вĕренекенсем С.Яковлев тренер ертсе пынипе хÿтĕлеççĕ.
Ăмăртăвăн 3-мĕш тапхăрĕнче 1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем вăйăсене ăнăçлă пуçларĕç. Пĕррремĕш тĕл пулура Вăтакас Кипеч ачисем Патăрьел салинче вырăнти командăран 5:3 шутпа выляса илчĕç. Килте муркашсене 5:2 шутпра парăнтарчĕç. Нумаях пулмасть Шупашкарта "Тус" командăпа тĕл прулчĕç. Кунта та вĕсене ăнăçу кĕтрĕ. Кил хуçисен хапхине 5 шайба çапса кĕртрĕç. Кипечсен хапхинче шайба икĕ хутчен кăна пулчĕ. Пирĕн командăн мала тухма пур май та пур. Паян вĕсем Çĕмĕрлере вылĕç, нарăсăн 1-мĕшĕнче – килте элĕксемпе. Куç ÿкерес марччĕ, вĕсене ăнăçу сунатпăр.
А.ВИТАЛЬЕВ.