АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕпе юрă-кĕвĕ шăранчĕ

30 января 2013 г.

Шăхасанти "Парчар" фольклор ушкăнĕ пирки таврара ырă ят çÿрет. Çак кунсенче пултарулăх коллективĕн хастар членĕ А.Сергеева çут тĕнчене килнĕренпе 65 çул тултарнине паллă турĕ. Ăна халалланă каçа Шăхасанти культура тата библиотека пулăшăвĕн центрĕнче ирттерчĕç.

Альбина Ивановна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтанах вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Ултă çул районăн тĕп библиотекинче тăрăшнă. Унăн килĕнчи архивра тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем упранаççĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранне, юрă ăстине библиотека ĕçченĕсем Л.Егорова, М.Иванова, музыка шкулĕн преподавателĕ В.Михайлова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Тарасова, Шăхасан ял тăрăхĕн депутачĕ В.Дмитриев çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç. Паллах, парнесемпе чечексем те сахал мар пулчĕç. Альбина Ивановна ячĕпе нумай ăшă сăмах, илемлĕ юрă янăрарĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика