АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнаçлантарать, тăрăшуллăрах пулма хистет

30 января 2013 г.

Раççей студенчĕсен кунĕнче районти ял тăрăхĕсен Вырăскас Пикшихри тĕп культура çуртĕнче Тавралăх сыхлавне халалланă çулталăка кăмăллă лару-тăрура уçрĕç. Вăл Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадетсен класĕнче вĕренекенсен илемлĕ вальсĕпе пуçланчĕ. Çут çанталăка упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов тата Канаш лесничествин директорĕн çумĕ И.Мереськин каларĕç. Вĕсен сăмахĕсене районти шкулсен электронлă презентацийĕсем çирĕплетрĕç.

– Таса тавралăх чир-чĕре сирсе ярать, ăна сарăлма памасть, пирĕн тăхăмсем çирĕп те сывă пуласси хамăртан нумай килет, – терĕ Владислав Васильевич.

Канаш лесничестви çулсерен 500 пин ытла хунав çитĕнтерет. И.Мереськин вĕсене лартнă çĕре çамрăксене активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Мероприятин иккĕмĕш пайне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Вăл пултарулăхра, ăслăлăхра, спортра палăрса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăк ентешĕмĕрсене алă тытсах саламларĕ, сертификатсем пачĕ, чăваш тумне тăхăннă хĕрсем чечек çыххисем парнелерĕç. 22 хĕрпе каччă тухрĕ сцена çине. Сертификат вĕсене, паллах, мăнаçлантарчĕ те, çав хушăрах малалла тата тăрăшуллăрах пулма хистерĕ.

– Çамрăксем – пирĕн пуласлăх. Правительство сире ÿлĕм те çакăн пек хавхалантарса пырĕ. Малашне те маттур пулăр, курăмлă çитĕнÿсем тăвăр, – çакăн пек сăмахсемпе вĕçлерĕ Владислав Васильевич уяв программин савăнăçлă пайне.

Уçырма, Вырăскас Пикших тата Шуркасси вăтам шкулĕсен çамрăк артисчĕсем хаваслă ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Мероприяти программине районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн хореографĕ О.Аристархова тата район администрацийĕн информатизаци секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Сорокин ертсе пычĕç, Раççей çыравçисен çут çанталăка халалланă сăввисене вуларĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика