АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕплĕ тĕпчевçĕ, ăста тăлмач

25 января 2013 г.

(М.И.Скворцов профессор çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май)

Михаил Иванович Скворцов чĕлхеçĕн, журналистăн, куçаруçăн, педагогăн çуралнă енĕ – Иккĕмĕш Хурамал ялĕ. Çут тĕнчене вăл Анна Никифоровнăпа Иван Алексеевич Скворцовсен çемйинче 1933 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче килнĕ. Унăн ачалăхĕпе яшлăхĕ Шăхасан тата Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк салисенче иртнĕ. Ашшĕне партипе совет тата хуçалăх ĕçĕсемпе тĕрлĕ çĕре куçарнă май кил-йышăн пĕр çĕрте тĕпленме май килмен. Шăхасанти вăтам шкулта вăл тÿрех иккĕмĕш класа кайнă, Чурачăк шкулне 1949 çулта кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ те Хусанти В.И.Ульянов Ленин ячĕллĕ патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне кайса кĕнĕ. Вырăс чĕлхипе литератури, логикăпа психологи уйрăмĕнче вĕреннĕ май сăнав сасă лабораторийĕнче чăваш чĕлхинчи уçă сасăсене тĕпчеме пуçăнать, çак темăпа диплом ĕçĕ çырса ăнăçлă хÿтĕлет. Наукăра пĕрремĕш утăмсем тума пултаруллă çамрăка филологи наукисен докторĕ В.Г.Егоров профессор пулăшать. Чăваш чĕлхе наукин патриархĕ канашсем пани, ун ĕçне ырласа йышăнни Михаил Ивановича ăслăлăхри çул-йĕре суйлама май парать. Университетра вĕреннĕ чухнех вăл журналистикăпа кăсăкланать, малтан аслă шкулти нумай тиражлă "Ленинец" хаçат редакторĕнче вăй хурать. 1954 çулта унтан вĕренсе тухсан Хусанти чăвашсем валли çапăнакан "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕнче литсотрудникра ĕçлеме пуçлать. 1956 çул вĕçĕнче М.И. Скворцов Шупашкара куçса килет те 1957 çулхи кăрлачран республикăри "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçат редакцийĕнче тимлет: литсотрудник, ответлă секретарь. Ырми-канми ĕçлесе журналистикăра виçĕ çул иртсе те каять. Ку вăхăтра вăл хаçат ĕçĕпе кăна пурăнмасть – вырăсларан чăвашла куçарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. "КПСС историйĕ", "Политика тĕпчевĕсен никĕсĕсем", "Экономика пĕлĕвĕсен никĕсĕсем" кĕнекесем, В.И.Ленин биографине чăвашла куçарать. Обществăпа политика терминĕсене чăвашла куçарма мĕн тери йывăр пулни каламасăрах паллă.

М.И.Скворцов тăлмач ĕçне тĕплĕнрех алла илес тесе 1960 çулта Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институтне ĕçлеме куçать (халĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ).

Унтан Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ çумĕнчи Хĕвел тухăç чĕлхисен институтне араб уйрăмне вĕренме кĕрет. Кунта пирĕн ентеш паллă арабист В.М.Белкин лексикограф ертсе пынипе араб чĕлхине вĕренме тытăнать, пуçласа чĕлхен сăмахĕсене тĕпчекен пайне – лексикографие алла илме тимлет. М.Я.Сироткин профессор редакцилесе кăларнă (1961) "Чăвашла-вырăсла словарь" хатĕрленĕ çĕре активлă хутшăнать. Хĕвел тухăç чĕлхисен институчĕ М.И.Скворцова Каира командировкăна ярать. Кунта пулас ăсчах араб чĕлхине тăрăшса вĕренет, çакă кайран чăваш чĕлхинчи сăмахсене тишкернĕ, "шĕ-кĕлченĕ" чухне араб, перс чĕлхинчен мĕнле майпа пырса кĕнин тымарне, тĕпне шыраса тупма, сăлтавлама май парать. Каиртан таврăннă хыççăн М.И.Скворцов Чăваш наука тĕпчев институчĕн чĕлхе секторĕнче тăрăшать, çине тăрсах наука ĕçĕсене çырать. Уйрăмах унăн "К вопросу о принципах составления русско-национальных словарей" (1963) статйине палăртмалла.

1964 çулта М.И.Скворцов каллех журналистикăна таврăнать, ăна Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиопа телевидени комитечĕн председателĕн çумĕ пулма лартаççĕ. Вăл радио передачисене тишкерсе пырать, кăларăмсен пахалăхне ÿстерме тăрăшать. 1967 çулта ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхин кафедрине чĕнсе илеççĕ. Тепĕр çултан М.И.Скворцов КССР Наукăсен академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн тюркологи секторĕн аспирантурине вĕренме кĕрет. Паллă тюрколог А.А.Юлдашев ертсе пынипе "Старочувашская общественно-политическая лексика (дорусский период)" темăпа диссертаци çырать, 1972 çулта ăна ăнăçлă хÿтĕлесе филологи наукисен кандидачĕн степеньне илет. Çамрăк лингвистăн ĕçĕсем пĕрин хыççăн тепри çапăнса пыраççĕ: "Еще раз об арабско-персидском вкладе в чувашскую лексику" (1968), "Термины в нашем языке" (1969), "Общественно-политические термины в языке газеты" (1971). Аспирант чухне М.И.Скворцов "Вырăсла-чăвашла словарь" хатĕрлес ĕçе кÿлĕнет, вăл Мускавра 1971 çулта тухать. Унăн "О некоторых особенностях чувашских народных названий растений", "К вопросу о составе общественно-политической лексики и терминологии" тĕпчевĕсене Мускаври кăларăмсенче, "Древние титулы в чувашской топономии" статья 1972 çулта Софийăра (Болгари) кун çути курнă.

1973 çултанпа М.И.Скворцов пединститутра (халĕ педуниверситет) вырăс чĕлхи кафедрин доцентĕнче вăй хурать, 1974-76 çулсенче – филологи факультечĕн деканĕ. Çак вăхăтра вăл наукăри ĕç-хĕлне педагогикăри пултарулăхпа шайлаштарса пыма мехел çитерет. Пулас учительсене "Введение в языкознание", "Современный русский язык", "Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков" курссемпе лекцисем вулать, практика занятийĕсем ирттерет, курс ĕçĕ тата диплом çырас ĕçе ертсе пырать.

1973 çулта ăсчахăн "Русско-чувашский словарь общественно-политических терминов" пичетленет. Çакă вăл журналистикăра тата пуçаруçăра тăрмашнă нумай çулсен пĕтĕмлетĕвĕ, нуши-ыратăвĕ, асапланăвĕ. Ку сăмахсара тÿрлетсе, хушса тепĕр хут 1986 çулта çаптарать.

70-мĕш çулсенче М.И. Скворцов авалхи чăваш çыннисен, таврашĕсен, тăван-хурăнташĕн ячĕсене тишкерес, пĕлес, тупас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. "Тăван из персидского Диван" (1972), "Древние титулы в чувашской ономастике" (1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш тишкерÿсем, 1973-1976), "Этнические названия в чувашской топонимии и антропонимии" (1977) статьясем кăларать.

70-мĕш çулсен варринче чăвашсемпе венгрсем хушшинчи экономикăпа культура çыхăнăвĕсем чылай çывăхланаççĕ. М.И.Скворцов Венгрири тюрколог ăсчахсемпе тĕл пулусем ирттерет. Хевеш облаçĕпе Чăваш Республикинчи туслă çыхăнусене вăйлатма, сарма Ласло Захемскипе пĕрле хатĕрлесе кăларнă "Русско-чувашско-венгерский разговорник" (1981) нумай пулăшнă.

1972 çултанпа ăсчах "Чувашско-русский словарь" хатĕрлес тĕлĕшпе авторсен коллективне ертсе пынă, ăна çырса редакциленĕ. Вунă çул ырми-канми ĕçленипе çак сăмахсар Мускавра икĕ хут çапăнать (1982,1985). Ун пирки ăсчахсем тÿрех çакна палăртаççĕ: икĕ чĕлхеллĕ словарьсем хушшинче вăл чăвашсемпе тĕрĕксен çеç мар, ытти халăхсемшĕн те чи çÿллĕ пусăмри паха ĕç, унти нумай принципа пачах çĕнĕлле йĕркеленĕ.

1977 çултанпа М.И.Скворцов И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. Кунта ăсчах чĕлхе наукин кÿртĕмĕ, тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматики, хальхи чăваш чĕлхи (фонетика, лексика), чăваш этимологи никĕсĕсем, куçару теорийĕпе практики, чăваш ономастики, чăваш чĕлхин лексикографийĕ тата ытти курссене те вĕрентнĕ. Вăл вĕрентсе ăс-тăн панă студентсенчен хальхи паллă чĕлхеçĕсен пысăк ушкăнĕ ÿссе çитĕннине палăртма кăмăллă.

Пирĕн пултаруллă ентеш 1989 çултанпа Чăваш Республикин Вĕрентÿ институтĕнче тăван ен культурин кафедринче вăй хунă. Чăваш тата ытти халăхсен культурине тĕпчес, пропагандăлас тĕллевпе калама çук пысăк ĕç туса ирттерчĕ. Вăл редакциленипе çапăнса тухнă "Культура Чувашского края" монографи (1992) уйрăмах паллă вырăн йышăнать. М.И.Скворцов ертсе пынипе йĕркеленĕ тăван ен культурин патшалăх стандарчĕ те, вĕренÿ программисем те, фильм-слайдсем те, фонохрестоматисем те, иллюстраци комплекчĕсем те тата ытти те вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн куллен кирлĕ ĕç хатĕрĕсем пулса тăчĕç. Вĕрентÿ институчĕн курсĕсенче паллă ăсчах, методист, педагог, тăлмач ирттернĕ лекцисемпе практика занятийĕсем мĕне тăраççĕ тата! Лексикографи историйĕ, вĕренÿ процесĕнче словарьсемпе ĕçлес меслетсем, чăваш чĕлхин тата халăхĕн историйĕ, калаçу культури... Вăл вуланă курссен ячĕсене асăнса та çитерес çук.

Тĕрĕк лексикологийĕпе лексикографине тĕпчессине пысăк тÿпе хывнăшăн 1992 çулхи майăн 30-мĕшĕнче Абай ячĕллĕ Казах патшалăх педагогика университечĕн кандидат тата доктор диссертацийĕсене хÿтĕлекен ятарлă Ăслăлăх совечĕ М.И.Скворцов тунă "Теоретические и методические проблемы чувашской лексики и методические проблемы чувашской лексикографии" наука докладне итлесе, çак темăпа пичетленнĕ ĕçсене хакласа ăна филологи докторĕн наука степеньне пама йышăннă. Казахстан Республикин Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ Р.Г.Сыздыкова, филологи наукисен докторĕсем Ф.А.Ганеев тата Т.К.Коныров чăваш лингвисчĕн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă.

М.И.Скворцов ячĕ 1961 çултанпа, Мускавра "Чăвашла-вырăсла словарь" тухнăранпа, словарьсем çырса хатĕрлекенсен, вĕсен редакторĕсен, авторсен коллективне ертсе пыракансен шутĕнче. Апла пулсан вăл 50 çул ытла сăмахсар тыткăнĕнче, ытамĕнче. А.П.Хусанкай "Чĕлхемĕре "тăлмачланă" çын..." тĕрленчĕкре çапла палăртнăччĕ (Хыпар. 2003. Кăрлач. 30): "Кашни чĕлхен сăмахĕсен йышĕ "вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс" (Çеçпĕл М.) е "талай тенкер" (вăтам ĕмĕрсенчи чи пысăк сăмах пуххисене çавăн пекрех ят панă араб чĕлхеçисем). Çак талай тенкерте М.И.Скворцов хăйĕн тĕпчев çулне тĕрĕс туса пырать. Тăлмач-лексикограф ĕçĕ – йывăр, кăткăс, нумай вăй хумалли ĕç. Кашни сăмах шăпине истори куçĕпе те виçсе хакламалла, унăн паянхи кун чĕрĕ палăрăмĕсене те сăнамалла. Чăваш сăмахĕ урлă тĕпчевçĕ пире чăваш тĕнче курăмĕн, халăхăмăрăн кун-çулне уçса парать. Ахальтен мар каланă: "Сăмах кĕнеки вăл – алфавит йĕркипе вырнаçтарнă халăхăн тĕнче уçлăхĕ".

Çур ĕмĕр хушшинче 30 ытла словарь çырса хатĕрлесе пичетлерĕ талантлă та ывăнма пĕлмен ăсчах. Унăн "Русско-чувашский словарь для учащихся" (1989, 1997), "Русско-чувашский разговорник" (1989), "Чувашско-татарский словарь" (1994), "Тематический чувашско-русский словарь для учащихся" (1989, 1996), "Русско-чувашский словарь терминов биологии, географии и химии" (1996), "Чувашско-русский и русско-чувашский словарь", "Русско-чувашский словарь" (2002)... тата ытти те тухнă.

2003 çул пуçламăшĕнче Михаил Иванович хăйĕн арăмĕпе А.В.Скворцовăпа пĕрле çырнă "Вырăсла-чăвашла словарĕн" презентацийĕ иртнĕччĕ, ун чухне вăл çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май Чăваш Республикин Вĕрентÿ институтĕнче наука практика конференцийĕ ĕçленĕччĕ. Чылай тĕпчевçĕ ЧР Ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн член-корреспонденчĕн, ЧР инженерипе технологи академийĕн чăн членĕн, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн М.И.Скворцовăн пархатарлă ĕç-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

2004 çулта ĕçчен профессорăн тепĕр сăмахсарĕ вулакансем патне çитрĕ – "Русско-чувашский словарь социальной лексики". Унăн пĕрремĕш пайĕнче пĕлтерĕшĕпе тачă çыхăннă ятсен ушкăнĕсене вырăсларан чăвашла куçарса панă (уявсем, патшалăх наградисем, хисеплĕ ятсем, кĕскетнĕ сăмах майлашăвĕсем, тăванлăх сăмахĕсем). Иккĕмĕш пайĕнче социаллă сăмахлăхăн пĕлтерĕшлĕ йышне алфавит йĕркипе вырнаçтарса тухнă. Ку словарь – шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, студентсене, пичет çыннисене, куçаруçăсене питех те кирлĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче М.И.Скворцов профессор çырса хатĕрленĕ "Вырăсла-чăвашла пысăк словарь" çапăнса тухрĕ. Сăмахсар чи малтан вырăс чĕлхине вĕренекенсем, вĕрентекенсем, вырăс сăмахĕсене саракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем (хаçат-журнал, радиопа телевидени, издательствăсем), вырăс литература чĕлхи нормисене тытса пыма тивĕçтерекенсем валли; управлени органĕсенче вăй хуракансем вырăс тата чăваш патшалăх чĕлхисемпе "Чăваш Республикинче чĕлхесем çинчен калакан" саккуна пăхăнса ĕçлеме кирлĕ; халăха тивĕçтерекен тĕрлĕ органра (пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, транспорт, суту-илÿ, реклама, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен, обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан тата ытти те) ĕçлекенсене; тăван чĕлхе çине таянса вырăс чĕлхине вĕрентес текен мĕн пур вулакана кирлĕ.

Сăмахсарта 30 пине яхăн вырăс чĕлхинчи тата вырăс чĕлхине ытти чĕлхесенчен кĕнĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, сăмах майлашăвĕсем вырăн тупнă. Çĕнĕ словарь ку таранччен тухнисенчен çакăнпа уйрăлса тăрать: юлашки çулсенче социаллă пурнăçпа политика системине, экономикăна, наукăпа техникăна, йăла-йĕркене кĕнĕ çĕнĕ сăмахсемпе терминсем; информаци ĕмĕрĕнчи хатĕрсем, компьютер техникипе технологийĕн ăнлавĕсем; йăла-йĕркери, социаллă пурнăçри çĕнĕ пулăмсемпе паллаштаракан, ăнлантаракан сăмахсем; тĕн, чиркÿ йăли-йĕркисене, уйрăмах православи ыйтăвĕсене çутатни, çавăн пекех халăхра анлăн сарăлнă сăмахсене, жаргонсене тата ытти çавăн йышши лексикологие те кĕртнĕ.

М.И.Скворцовăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл ку таранччен 200 яхăн наука ĕçĕ çаптарса кăларнă: монографисем, словарьсем, вĕренÿ пособийĕсемпе программăсем, наука статйисем. Вăл хатĕрленипе, редакциленипе 20 ытла наукăпа методика сборникĕ пичетленнĕ. Михаил Иванович конференцисенче докладсем тăвать. Сăмахран, паллă профессор Пĕтĕм Союзри тюркологсен конференцийĕнче, тĕрĕк чĕлхисенчи диалектологисен Регионти IX конференцийĕнче, ономастикăн Пĕтĕм тĕнчери XI конгресра, этимологие тĕпчессипе I, II, III канашлусенче, Пĕтĕм Союзри лексикографсен конференцийĕнче тата ытти йышлă симпозиумсенче кăсăклă докладсемпе тухса калаçнă.

2012 çултанпа филологи наукисен докторĕ, Чăваш Республикин Ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн Н.И. Ашмарин ячĕллĕ преми лауреачĕ М.И.Скворцов профессор Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн чĕлхе секторĕнче вăй хурать. Ăна малашне те ăнăçлă, тухăçлă ĕçлеме вăй-хал, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей-тивлет сунар.

В.ПРОКОПЬЕВ.

ŸКЕРЧĔКРЕ: М.И.Скворцов ăсчах (сулахайри) тата çак статья авторĕ В.П.Прокопьев.

"Автобус" рейд ирттернĕ

Автотранспортри пассажирсем аварисенче час-часах сусăрланаççĕ. Статистика вара вилекенсем йышлă пулнине те çирĕплетет. Çакă вĕсем çул çинче синкерлĕ лару-тăру сиксе тухсан нимĕн те тума пултарайманнипе çыхăннă. Чылайăшĕ хăрушсăрлăх пиçиххийĕ, ачасене инкекре ларкăч çумĕнче тытса юлма пултаракан хатĕр пирки тĕплĕн пĕлмест.

Иртнĕ çулта пассажирсене турттаракан автотранспорт çинче 226 инкек пулнине шута илнĕ, вĕсенче 17 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 329-шĕ аманнă (2011 çулта – 178-20-281). Пассажирсене турттаракан водительсен айăпне пула 121 инкек пулнă, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 171-шĕ аманнă (2011 çулта – 99-11-147).

Автоинкексен сăлтавĕсем çаксем: водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманни, дистанцие кирлĕ пек тытса пыманни, хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса кайни тата ытти те.

Пассажирсене турттаракан автотранспортсен водителĕсем ытларах чухне çак йĕркесене пăсаççĕ: салона ытларах çын лартаççĕ, хăвăртлăх режимне пăхăнмаççĕ, çуран çÿрекенсене çул памаççĕ, автобуссене юсавлă тытмаççĕ, автотранспортăн конструкцине улшăнусем кĕртеççĕ.

Пассажирсене турттаракан автотранспорт çинче авариллĕ лару-тăрăва сирсе ярас, водительсем хушшинче дисциплинăна çирĕплетес тĕллевпе районта кăрлачăн 11-мĕшĕнче "Автобус" рейд ирттернĕ. Рейд вăхăтĕнче 3 водителе пассажирсене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмасăр турттарнăшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă.

Д.ГУСЕВ,

РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика