25 января 2013 г.
2010 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа Çĕнĕ Мамири фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче Марина Филипповна Григорьева ĕçлеме пуçларĕ. Вăл 1991 çулта Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ялти шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтрах унăн çынсен сывлăхне сыхлакан çын пулас ĕмĕт çирĕпленнĕ. Вĕренсе тухсан Вăрăмпуç ялĕнче фельдшер пулса ĕçленĕ, каярахпа Шупашкарти больницăра вăй хунă.
Çĕнĕ Мамие килсен пĕлĕвĕпе, ăсталăхĕпе усă курса, хăйĕн мĕн пур вăйне хурса ялти чирлĕ çынсене сыватас тесе тăрăшса ĕçлеме пуçларĕ. Кил тăрăх çÿресе кам мĕнле пурăннине, мĕн ĕçленине, сывлăхĕ еплерех пулнине тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ. Ялта 380 ытла çын пурăнать, вĕсенчен 100 çын – пенсионерсем, 13-шĕ – йывăр чирлисем, хăшĕ-пĕри утса та çÿреймест. Чирлĕ ватăсем патне кашни эрнерех 2-3 хутчен кĕрсе тухма тивет: пулăшма, эмелпе сиплеме, ăшă сăмахпа хавхалантарма.
Фельдшерица кашни çынпах чĕререн, ăшă кăмăлпа калаçать. Ăнсăртран йывăр чирлесе ÿкнĕ çынсене районăн тĕп больницине вăхăтра ăсатать. Утма ÿркенмест: уколсене нумай чухне чирлисем патне килне кайса тăвать, вĕсем валли районти аптекăран тĕрлĕ эмел илсе килет.
Халĕ чирлисене сыватма системăсене Марина Филипповна хăех лартать. Çакă сипленме пыракана пысăк çăмăллăх кÿрет. Малтанхи вăхăтсенче система ларттарма Çĕнĕ Мамирен 3-4 çухрăмра вырнаçнă Пайкилтри врач офисне кайма тиветчĕ. Марина Филипповна Пайкилтри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн заведующийĕпе Э.Г.Ильинпа тата район больницин врачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Тухтăрсен ушкăнĕ кашни уйăхрах Çĕнĕ Мами ялне килсе çынсен сывлăхне тĕрĕслет, йывăр чирлисем патне килĕсене каять.
Фельдшер пункчĕ кивелсе кайни, çумăр вăхăтĕнче пÿлĕме шыв анни, веранда ишĕлме пуçлани М.Григорьевăна канăç паман. Юсав ĕçĕсем валли бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварман пулнă. Апла пулин те йывăрлăхсене пăхмасăрах Марина Филипповна ял тăрăхĕн ертÿçисемпе пĕрле канашласа йывăрлăха татса памалли çул-йĕр шыраса тупнă. Районти организацисем тăрăх чупнă, ялти халăхран пулăшу ыйтнă. Çине тăни усăсăр пулман. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова çурт тăррине витме шифер тата евровагонка тупса панă. Ялти ваттисен канашĕн председателĕ М.П.Иванов халăхран 13600 тенкĕ укçа пухнă. "Цивиль" ООО ертÿçи В. Ефимов 5 пин тенкĕ парса пулăшнă. Ял-йыш хăй те пуçаруллă пулчĕ. Пухăннă нухратпа цемент, кирлĕ материалсем туянчĕç.
М.Григорьева фельдшер пунктне юсама 13 çын тупрĕ. Вĕсене ĕçленĕшĕн никам та укçа паман. Строительсем хăйсен ырă кăмăлĕпе халăхшăн ĕçлерĕç. Юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçлакансене Маринăпа Валентина Алексеевна Сергеева тутлă апат пĕçерсе пулăшрĕç. Кунта та ял çыннисем айккине пăрăнса юлмарĕç, кам кĕрпе, çĕр улми, кам çу, сухан, ытти çимĕç парса пулăшрĕç. Нимелле тунă пысăк ĕçĕн хакĕ те сумлă.
Хамăр пурăнакан тăван вырăншăн пархатарлă ĕç тунă çынсене Петр Митрофанова, Александр Иванова, Михаил Афанасьева, Анатолий Сергеева, Александр Васильева, Василий Филиппова, Алексей Васильева, Андрей Васильева, Артур Осипова, Виталий Никитина, Алексей Клейкона, Александр Казанцева, Илья Гаврилова пĕтĕм ял-йышран пысăк тав. Халĕ фельдшер пункчĕ аякранах хитрен курăнса ларать.
Валентина Алексеевна Сергеева медпунктра 10 çул ытла санитаркăра тăрăшать. Шкул хыççăн ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ тирпейлĕ пурнăçлать, пÿлĕмсене таса та çутă тытать. Медпункта килен-каяна ăшшăн кĕтсе илсе ăсатать, ларма вырăн тупса парать, кашнинпех ăшшăн калаçать.
Мами халăхĕ Марина Григорьева фельдшерицăпа Валентина Сергеева санитаркăна ырă сăмахпа кăна асăнать, хисеплет. Вĕсен çемйисем те ял халăхĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнне. Марина Филипповна мăшăрĕпе 3 ача ÿстерет: хĕрĕ Анна 10-мĕш класра, ывăлĕ Коля 7-мĕшĕнче, Даша 3-мĕш класра лайăх паллăсемпе вĕренсе пы-раççĕ. Валентина Сергеевна мăшăрĕпе икĕ ачана çутă кун пилленĕ. Çамрăк ăру Мускавра ĕçлесе пурăнать.
Г.ДИМИТРИЕВ,
РФ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Çĕнĕ Мами ялĕ.