25 января 2013 г.
Юн кун пирĕн района Шупашкартан журналистсем килчĕç: Чăваш наци радиовĕн аслă корреспонденчĕ В.Егоров, наци телевиденийĕн корреспонденчĕ И.Поручиков тата А.Шоклев телеоператор. Вĕсем– виçĕ ял тăрăхне çитсе курчĕç.
Сиккасси ялĕнче сăмах ăстисем пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх фончĕн укçи-тенкипе 6 хваттерлĕ çурт тунă çĕрте пулчĕç. Подрядчикĕ – Р.Зинатуллин ертсе пыракан "Канашская" ПМК. Объекта çитес уйăхра хута яма палăртнă. Унта учительсемпе ветерансем пурăнĕç.
Республикăн массăллă информаци хатĕрĕсен корреспонденчĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов кăтартса çÿрерĕ. Вăл каланă тăрăх, "Граждансене çĕрĕшнĕ кивĕ çуртсенчен куçарасси" программăпа килĕшÿллĕн районта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. 2010 çулта Шăхасанта 20 çемье çĕнĕ пÿрт уявне ирттернĕ, пĕлтĕр Хучел ял тăрăхĕнче 16 çемье çĕнĕ хваттерсенче пурăнма тытăннă.
Иртнĕ эрнере Карăклă ялĕнче врач амбулаторийĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унăн ĕçĕпе хăнасем те интересленчĕç. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова тата амбулаторин заведующийĕ Л.Хрисанова вĕсене сывату кабинечĕсемпе паллаштарчĕç.
А.ТЯМИНА.