23 января 2013 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Районти ял хуçалăх производстви 2012 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур;
2012 çулта районти хуçалăхсенче 435,0 тонна (е 73 проц.) аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ мăйракаллă шултра выльăхсен шутне чакарса пынине пула аш-какай илесси те пĕчĕкленнĕ. Сыснасем юлманпа пĕрех. "Восход" тата "Хучель" пĕрлĕхсем иртнĕ çулхинчен ытларах аш туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышне те сыхласа хăварма пултарнă. Туса илнĕ аш-какайăн мĕн пур калăпăшĕн 69,0 проценчĕ – ĕне выльăх ашĕ, 6 проценчĕ – сысна ашĕ, 24 проценчĕ – кайăк-кĕшĕк ашĕ.
Районта иртнĕ çул пĕтĕмпе 4989,2 тонна сĕт суса илнĕ, ку вара 103 процентпа танлашать. "Путь Ленина", "Цивиль", "Хучель", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Родина", "Сормовский" хуçалăхсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.
Халăхран сĕт пуçтарни хуçалăха аталантармалли хушма çăл куç пулнине тăтăшах калатпăр. Апла пулин те паян районта пĕр хуçалăх кăна ("Исток") халăхран сĕт пуçтарать.
Пĕр ĕнерен вăтамран 3925 кг сĕт суса илнĕ (виçĕм çул – 3489 кг). "Канаш" ООО – 5052 килограмм, "Цивиль" ООО – 4379 килограмм, Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферми 6000 килограмм сĕт кашни ĕнерен суса илнĕ. Ку енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă фермер хуçалăхĕсем те пур районта. Сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру ерипен-ерипен йĕркене кĕрсе пырать. Паян ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿстерсе пымалла. Ĕнесен шутне пуçпа шутламасăр тĕлли-паллисĕр чакарса пымалла мар. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", – тет халăх каларăшĕ. Çавăнпа та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни – сĕт.
Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2012 çулта 21,7 ц (2012 çулта – 39,8 ц) аш-какай, 323,7 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ тата "Канаш" хуçалăхсен.
Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3451 пуç шутланать, 2011 çулта ку вăхăт тĕлне 3394 пуç пулнă. "Путь Ленина", "Цивиль", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Исток", "Родина", "Сормовский" хуçалăхсенче выльăхсен шутне малтанхи шайра сыхласа хăварнă.
Ĕнесен шучĕ – 1233 пуç, виçĕм çул 1395 пуç пулнă. Шел пулин те, хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне чакарнă. "Пинер" пĕрлĕхре ĕнесен йышĕ 88 пуç чакнă. Çав вăхăтрах "Цивиль" тата "Канаш" хуçалăхсем кĕтĕве пысăклатма пултарнă. Киров ячĕллĕ хуçалăх, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн районта ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.
Пĕтĕмпе 1367 пуç пăру илнĕ (2011 çулта – 1438). "Цивиль", "Восход", "Канаш", "Хучель", Киров ячĕллĕ, "Родина" хуçалăхсенче пĕлтĕр виçĕм çулхинчен ытларах пăру илнĕ. Ĕне кĕтĕвне çамрăк выльăхсемпе çĕнетесси пĕтĕмĕшле илсен виçĕм çулхи шайран чакнă. Çапах та "Цивиль", "Канаш", "Исток", Киров ячĕллĕ тата "Сормовский" хуçалăхсенче ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 477 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем "Путь Ленина", "Нектар", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче. Енчен те эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.
Отрасльте уçăмлăх çуккипе сыснасен йышĕ питĕ вăйлă чакса ларчĕ. Халĕ вĕсем районта 276 пуç шутланаççĕ. Сыснасен Африка чумин вирусĕнчен сыхланас тĕлĕшпе требованисем çирĕпленсех пыраççĕ, сыснасен йышĕ районта пысăках мар пулин те вĕсене пирĕн пăхăнса пымалла.
Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Вĕсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермеллине, ĕнене 1 литр сĕт антарма 4-5 литр шыв кирлине, ăратлă ĕнесене кунне 180 литр таран шыв ĕçтермеллине çирĕп шута илмелле. Ĕнене куллен таса шыв (лăпăр-лапăр мар!) ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла. Хĕллехи вăхăтра выльăхсене уйрăмах кирлĕ витаминсемпе пуян хыр-чăрăш лăссипе апатлантармалла. Сĕт тасалăхĕшĕн тăрăшма та тахçанах вăхăт. Сĕт хакĕ унăн пахалăхне кура йĕркеленет.
Паллă ĕнтĕ, ăçта выльăх ĕрчетес отрасль аталаннă, çав хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Фермăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулсан хуçалăх экономики те вăй илет. Ĕçри ăнăçу вара никамран та мар, пĕр хамăртан кăна килет.
С.ВАСИЛЬЕВ,
район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ.