АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ

23 января 2013 г.

Январĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин районпа ĕçлекен уйрăмĕн анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне республикăн шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, шалти служба подполковникĕ Олег Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, хулапа район прокурорĕн çумĕ Игорь Романов, обществăлла канашăн председателĕ Юрий Иванов, Шăхасанпа Кăшнаруй ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, личнăй состав хутшăннă.

Министр çумĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăри оперативлă лару-тăру çинче уйрăммăн чарăнса тăнă, ĕçри лайăх енсене палăртнă, 2013 çулта тата тăрăшуллăрах ĕçлеме сунса хăварнă.

Полици подполковникĕ Анатолий Левый районти шалти ĕçсен пайĕн çулталăк хушшинче тунă ĕçне тишкернĕ. 2009-2012 çулсенче йĕркене пăснине профилактикăламалли районăн тĕллевлĕ программи мĕн пур шайри организацисене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме май панă.

Преступлени тăвассин шайĕ 10 пин çын пуçне 13,4 процент чакнă, 87,1 процентпа танлашнă. Уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ 53,3 процент (15-рен 7 таран), йывăр преступленисем 12,3 проц. (57-рен 50 таран) чакнă. Çĕрлехи вăхăтра обществăлла йĕркелĕхе сыхлассине вăйлатнăран ют çын пурлăхне вăрлассине 22,7 проц. (163-рен 123 таран), çаратнине 17,6 проц. (136-ран 112 таран) чакарма май килнĕ. Автотранспортсене, дача çурчĕсене, кĕсье телефонĕсене çаратасси 30 проц. сахалланнă.

Саккуна пăсса наркотиксем, хĕç-пăшал сутнине тата преступниксене тупса палăртассине уйрăммăн контроллесе тăнă. Ку тĕллевпе ирттернĕ мероприятисем вăхăтĕнче наркотиксемпе çыхăннă 10 преступление, хĕç-пăшалпа çар хатĕрĕсем сутассипе çыхăннă 5 преступление уçса палăртнă. Хыпарсăр çухалнă, тăван-пĕлĕшĕпе çыхăну татăлнă çынсен хисепĕ 16-ран 12 таран чакнă.

Докладчик палăртнă тăрăх, оперативлă лару-тăру районта çав-çавах йывăр. "Ÿсĕр преступноç" 53,8 проц. ÿснĕ. Çын пурлăхне вăрласа тунă преступленисене уçса палăртассин кăтартăвĕ пĕчĕк. Çул çитменнисем тунă саккуна хирĕçле ĕçсем палăрмаллах нумайланнă.

Районти шалти ĕçсен органĕсен умĕнче тăракан проблемăсене сÿтсе явнă çĕре шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Никифоров полици начальникĕ, следстви пайĕн пуçлăхĕ Раиса Борисова, уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ Николай Арсентьев, çул-йĕр инспекцийĕн уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Гусев, полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Яковлев, дознани ушкăнĕн тата çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспекторсем Ольга Николаевăпа Любовь Антонова хутшăннă.

Канашлура çавăн пекех обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес, çулсем çинче пулакан инкексене профилактикăлас, преступленисене уçса палăртас тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах татса памалли мерăсене сÿтсе явнă.

Районти шалти ĕçсен пайĕн штабĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика