АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп кăтартусене тишкерчĕç

23 января 2013 г.

Тунти кун депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Лару ĕçе пуçăниччен районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Лия Арсентьева кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнче тунă йышăнăва вуласа пачĕ. Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма пуринчен те нумайрах сасă пухса Игорь Иванов суйланнине пĕлтерчĕ, Игорь Михайловича ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнине ĕнентерекен удостоверени пачĕ.

Депутатсем ларура районăн 2013-2015 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Социаллă пурнăçри тата экономика политикинчи тĕп тĕллев халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси пулса тăрать. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе районта ятарлă программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Бюджет политикипе килĕшÿллĕн депутатсем 2012 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче "Районăн 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014-2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен" калакан йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç. Бюджетра пăхса хăварнă тупăшсен калăпăшĕ 416085,3 пин тенкĕпе танлашмалла, тăкаксем – 418001,3 пин тенкĕпе. Депутатсем çавăн пекех 2013 çулта тумалли тĕп ĕçсен планне те йышăнчĕç.

Районăн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Анатолий Левый оперативлă службăн 2012 çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, лайăх енсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ. Преступленисене уçса палăртасси пĕлтĕр 7,9 процентпа танлашнă. Çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем 57,1 проц., çынна юри сиен кÿни 50 проц., ют çын пурлăхне çаратасси 22,7 проц. чакнă. Çав вăхăтрах "ÿсĕр преступноç" вăй илнĕ (53,8 проц.). Чăваш Республикин Саккунĕн 16-мĕш статйипе (килте эрех туса сутни) 43 çынна явап тыттарнă.

Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем пĕр шухăшлă пулса агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Киров ячĕллĕ хуçалăхра нумай çул вăй хуракан Николай Иванов механизаторпа Ираида Козлова дояркăна "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тăратрĕç.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика