23 января 2013 г.
Шăмат кун, кăрлачăн 19-мĕшĕнче, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене халалласа савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, полиграфи предприятийĕсен, издательствăсен представителĕсем, журналистика тата полиграфи отраслĕн ветеранĕсем, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Пухăннисене професси уявĕ ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăнине палăртрĕ. "Чăваш Ен журналисчĕсем хăйсен тивĕçнĕ чун хушнă пек тÿрĕ кăмăлпа тата тăрăшса пурнăçлаççĕ, вулакансем, итлекенсем тата пăхакансем патне кирлĕ те усăллă информацисене вăхăтра çитереççĕ, республикăн обществăпа политика тата социаллă пурнăçне тĕрĕс çутатаççĕ. Пирĕн сирĕнпе пĕрле чăваш çĕрĕ çинчи общество тăнăçлăхне малашне те сыхламалла тата çирĕплетмелле", – терĕ вăл.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пичет ĕçченĕсен ушкăнне нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн патшалăх наградисем пачĕ. Чăваш журналистикин тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, ăста педагога, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Тенюшева 90 çул тултарнă ятпа саламларĕ, ятне çырнă алла çыхмалли сехет парнелерĕ. "Атăл-Волга" издательство çурчĕн директорĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ Сергей Павлов илемлĕ литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн "Чăваш Республикин халăх писателĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Сергей Лукиянович – пирĕн ентеш, Ушанар ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева 2012 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Вăл пурне те республика ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ. Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен коммитечĕн председателĕ Петр Краснов республикăн пĕрлехи информаци тăрăмне тунă çĕре хутшăннă çынсене хĕрÿллĕн тав турĕ, ĕçре палăрнисене Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Чăваш журналисчĕсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисене пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернисене пачĕ.
Журналистсене професси уявĕ ячĕпе Мускаври Regnum информаци агентствин директорĕ Борис Соркин та саламларĕ.
Савăнăçлă мероприяти республикăри пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.