06 февраля 2015 г.
Йăлмачча ялĕнче çуралса ÿснĕ Филимон Федорович нарăсăн 6-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче аса илмелли унăн темĕн чухлех. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ялта пурăнса ирттернĕ, хулана каяс темен. Ял çумĕнчи вăрман кати, сип-симĕс курăкпа ешерекен аслă урамсем, таврари таса та сиплĕ сывлăш, йăмрасен кашлавĕ, ял илемĕ килентернĕ ăна. Юнашарах магазин, ун хыçĕнче тăрă шывпа лăпкăн чÿхенсе выртакан пĕве. Çуллахи ăшă кунсенче кунтан ача-пăча татăлман, шыва кĕрсе савăннă.
Инçех мар ял клубĕ. Каçсерен çамрăксем пухăнса концертсемпе спектакльсем лартнă, ял-йыша хавхалану кÿнĕ. Çуллахи ăшă каçсенче хĕрсемпе каччăсем Филимон Федоровичсен умне вăййа тухнă. Унта пуçтарăнса карталанса юрланă, ташланă. Кун пек чухне Филимон чăтса тăрайман, хут купăс йăтса тухнă та çамрăксене вăйăра савăнтарнă. Хĕрсем шăрантаракан хитре юрăсем хут купăс сассипе хутшăнса аслă Йăлмачча ялĕ çийĕн саланнă. Çак хаваслă юрă-кĕвĕ çĕнĕ вăй-хăват парса чунсене ăшăтнă.
Филимон Федоров хĕлле шкулта вĕреннĕ, çулла çум çумланă, утă пуçтарнă, çурлапа тырă вырнă. Ачалăхĕ йывăр вăхăтра иртнĕ унăн. Ашшĕне, Федор Филиппова, вăрçă пуçлансанах хăйĕн лашипех фронта илсе кайнă. Каялла таврăнайман, çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Ашшĕ салтака кайнă чухне Филимон 11 çулта, шăллĕ Емельян тăххăрта, йăмăкĕ Лена виççĕре пулнă. Пурнăç пушшех те йывăрланнă. Амăшĕн, Наталья Филипповнăн, виçĕ ачана пĕчченех пăхса ÿстерме тивнĕ. Ăна пулăшакан пĕр вăйпитти çын та пулман. Хĕлле пÿрт хутса ăшăтма вутă-шанкă, çиме апат-çимĕç çитмен. Çав тертлĕ çулсенче мĕн кăна çимен-ши: ут кăшкарĕ, шĕшкĕ кăчки, çĕрнĕ çĕр улми (крахмал), çăка çулçи, юман йĕкелне авăртса çăнăх тунă, мăянпа хурхух яшкисем çинĕ.
Урана тăхăнма çăпата анчах пулнă. Шкулта 4-5-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех уроксем хыççăн Филимон ытти ачасемпе пĕрле вăрмантан пушăт касса килнĕ, хăйĕн кил-йышĕ валли эрнере 3-4 мăшăр çăпата хуçнă. 14-15 çулти ача амăшĕпе пĕрле 10 çухрăмри Çиçĕмкасси вăрманĕнчен пĕчĕк çунапа вутă турттарнă. Вутă çук чухне кăмакара улăм çунтарнă. Ăшăннă-ăшăнман пÿртре иртнĕ ачалăх.
Филимон Йăлмаччари 4 класлă шкула вĕренсе пĕтерсен Вăтакас Татмăшри 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. Хăйĕн малалла вĕренес ĕмĕчĕпе Янкăлчри вăтам шкула çул тытнă вăл. Пĕр хушă унта вĕреннĕ хыççăн малалла кайма май килмен. Ун чухне аслă классенче вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле пулнă. Укçа-тенкĕ çитменнипе ирĕксĕрех вĕренме пăрахма тивнĕ. Малалла талпăнакан çамрăк пĕр хушă колхозра вăй хунă: вăкăрсем кÿлсе ака тунă, тырă акнă, çурлапа тырă вырнă.
Ял клубĕнче пĕр вăхăтра изба-читальнăра ĕçлекен çын пулман. Кама тупса лартас; Купăс ăста калама пултаракан Филимон çинчен аса илнĕ ял Советĕнче ĕçлекенсем. "Шăп та лăп çавăн пек ĕçлекен çын пулмалла та культура çыннин", - тенĕ. Паллах, Филимон хаваспах килĕшнĕ, йывăрлăхран хăраса тăман. Вăл клуба хăйĕн хут купăсне илсе пынă. Ĕçĕ вара кунта чăнах та çителĕклĕ пулнă.
Малтан вулав çуртне йĕркене кĕртнĕ. Майĕпен çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупнă, вĕсене культура вучахне явăçтарнă. Кунта шашка-шахмат выляссине, тĕрлĕрен хаçат-журналпа тивĕçтерессине, вулама киле кĕнеке парса ярассине йĕркеленĕ. Кино кăтартасси, уявсене паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Ялти çамрăксем анчах мар, ватăрах çынсем те, фермăра ĕçлекен хĕрсем те спектакльсемпе концертсем лартма клуба хаваспа çÿреме пикеннĕ. Часах сцена çинче вырăнти артистсем хăйсен пултарулăхĕпе ял çыннисене савăнтарма пуçланă.
1952-55 çулсенче Филимон Федоров Украинăри Ивано-Франковск хулинче çар хĕсметĕнче пулнă. Яла таврăнсан ăна нумай вăхăт канма паман, хĕрÿ чĕреллĕ çамрăка колхоз правленийĕ уй-хир бригадирне лартнă. Филимон хăйне шанса панă çĕнĕ ĕçе чун-чĕре хушнă пек пĕтĕм вăя хурса пуçăннă. Бригадăри пысăк йыша ертсе пыма пĕлÿ те, опыт та, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни те кирлĕ пулнă. Бригадирпа çынсем хушшинче туслăх кунран кун çирĕпленсе пынă.
Вăйлă тыр-пул, пахча çимĕç туса илес тесен çулсерен минераллă тата органикăллă им-çам нумай кăларнă. Унсăр пуçне бригадир чăх-чĕп каяшĕ, кĕл пухассине йĕркеленĕ. Тăрăшса вăй хуни кĕркунне паллă пулнă. Халăхра ахальтен каламан ĕнтĕ: "Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", - тесе.
1973 çулта Филимон Федоров бригади кашни гектартан 19,9 центнер тĕш тырă, 208 ц çĕр улми, 288 ц пахча çимĕç, 369 ц выльăх кăшманĕ, 352 ц кукуруза пухса кĕртнĕ. Вăл уй-хир бригадирĕнче пĕр улшăнмасăр 28 çул вăй хунă. Ун хыççăн тата ултă çул, тивĕçлĕ канăва кайиччен, трактор бригадинче учетчикра ĕçленĕ. Ятлă-сумлă çын вăл ялта.
Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. "За доблестный труд" тата "Ĕç ветеранĕ" медальсене, хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Филимон Федоров хăйĕн мăшăрĕпе Александра Григорьевнăпа 6 ача пăхса ÿстернĕ. Пилĕк ачи çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ, хăйсем çуралса ÿснĕ киле килсех тăраççĕ.
Халĕ Филимон Федорович хăйĕн кĕçĕн хĕрĕпе Эльвирăпа тата икĕ мăнукĕпе пурăнать. Эльвира Филимоновна Татмăш больницинче 18 çул поварта тăрăшать. Ветеран çулĕсене кура мар правур, сăн-питрен те илемлĕ, килĕнче ĕçлет.
Çуллахи вăхăтра вăрман катинчен тухма та пĕлмест, çырла, кăмпа пуçтарать, уçă сывлăшпа киленет.
Паян Филимон Федоровичăн 85 çулхи юбилей. Çывăх çыннисемпе тăванĕсем, тус-юлташĕ ун ячĕпе ăшă сăмахсем калаççех. Эпир те çав саламсем çумне хушăнатпăр.
Михаил ВАСИЛЬЕВ.
Йăлмачча ялĕ.