06 февраля 2015 г.
Район администрацийĕнче ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, "Россельхозцентр" учрежденин Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов, районăн тĕп агрономĕ Г.Семенова, ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ М.Кошкин, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Воробьева, Патшалăх техсăнавĕн Канаш хулипе районĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров, "Агроторг" суту-илÿпе производство пĕрлешĕвĕн директорĕ А.Булыгин, районăн тĕп агрохимикĕ В.Степанов хутшăннă.
Канашлăва В.Софронов уçнă, районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.
Канашлура ял хуçалăх аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе. Иртнĕ çулăн кăтартăвĕсем тата кăçал тумалли ĕçсем çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев каласа панă. Доклада сÿтсе явнă хыççăн хĕллехи рационсен шайлашăвне шута илсе сĕт туса илессин калăпăшне, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакармалла мар тесе йышăннă. Çакă аш-какай туса илессине ÿстерме май парĕ.
Районăн тĕп ветврачĕ М.Кошкин çĕршывра, республикăра тата районта эпизооти енчен лару-тăру мĕнле пулни çинчен тухса калаçнă, районти хуçалăхсенче ĕне выльăх кĕтĕвĕсене епле çĕнетсе пынине анализ тунă. Михаил Борисович фермăсене тытăнкăллă эпизооти лару-тăрупа тивĕçтерме чĕнсе каланă, сывату тата профилактика мероприятийĕсем ирттерме биопрепаратсем, эмелсем çителĕклĕ илсе хумаллине хытарсах аса илтернĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хуçалăха турттарса килессине тата унтан тиесе тухассине ветеринари службипе килĕштерсе кирлĕ документсем хатĕрлесе йĕркелемелле.
Кăçалхи тухăç валли вăрлăх хатĕрлесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Нарăсăн 15-мĕшĕччен экспертизăна тăратмалла. Начар вăрлăха акма юрăхлă кондицие çитернĕ хыççăн иккĕмĕш хут тĕрĕслеттермелле.
Районăн тĕп агрономĕ В.Долгов доклачĕн теми - агроинженери конференцине хатĕрленесси тата çурхи ĕçсен планне пăхса тухасси. Çавăн пекех канашлăва килнисем АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Т.Алексеева 2015 çул валли производствăпа финанс планне мĕнле хатĕрлени çинчен каласа панине итленĕ. Сăмах калакансем татах пулнă. Пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă, вĕсене пурнăçламалли сроксене палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов аграрниксене çĕршыв тата республика пурнăçĕнче паллă событисем пулассине аса илтернĕ. Вĕсем - Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ, пирĕн районта Республика кунне уявлани. Çур акине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме, ирттерсе яма, хуçалăх территорийĕсене тасалăхпа тирпейлĕх енчен йĕркене кĕртме чĕнсе каланă.
Виталий АЛЕКСЕЕВ.