06 февраля 2015 г.
Граждансем харпăр хăй ыйтăвĕсене Конституци правипе усă курса пурăнакан вырăнта пурнăçа кĕртме пултарассине анлăлатас тĕллевпе тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Йышăну пÿлĕмĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ федераллă органсен ĕç тăвакан органĕсен территоринчи органĕсене ертсе пыракансемпе пĕрле Канаш тата Тăвай районĕсен гражданĕсене вырăна тухса харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.
Пирĕн районта йышăнăва 5 çын çырăннă. Вĕсене Федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Г.Федоров, Федерацин налук службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан О.Никина, Федерацин миграци службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ В.Черничкин, Канаш хулипе районĕн прокурорĕ Я.Сергеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, Канашри налук инспекцийĕн пуçлăхĕ Л.Доронина, Канашри миграци службин тĕп эксперт специалисчĕ Л.Погайдак йышăнчĕç.
Чи малтан уйăрса панă ĕç пÿлĕмне Украина гражданинĕ Е.Васильев кĕчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн гражданлăхне илес ыйтупа килнĕ. Унăн тĕп тăванĕсем пирĕн районтан. Каччă ĕçе вырнаçасшăн. Ыйтăва татса пама Е.Васильева Федерацин миграци службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленине Шупашкара пыма ыйтрĕç.
Г.Федоров Украинăран Чăваш Ене килнĕ граждансем пирки интересленчĕ. Пурăнма вырăн тупса парас, ĕçпе тивĕçтерес, ачисене шкула, ача сачĕсене вырнаçтарас енĕпе мĕн-мĕн туни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Кун пирки конкретлă хурав пачĕ: ыйтусене татса параççĕ, пулăшу кÿреççĕ. Сăмах май, Украинăран килнĕ 40 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 19-шĕ - çитĕннисем. 90 проценчĕ Канаш енрех юласшăн. Вĕсен миграци учетне ăçта тăмалли пур. Геннадий Семенович Украинăран килнисене пур енчен те пулăшу пама, вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама хушрĕ.
Ялтан килнĕ хĕрарăм хăйне çĕр лаптăкĕ çирĕплетсе панине пĕлтерекен документсене çухатни проблема кăларса тăратни çинчен пĕлтерчĕ. Тĕп инспектор тата прокурор пулăшма шантарчĕç.
Йышăнăва килнисенчен чылайăшĕн ыйтăвĕ налук тытса юлнипе çыхăннă. Вĕсене те тĕрлĕ хурав, тивĕçлĕ сĕнÿ пачĕç.
Антонина ТЯМИНА.